27 апреля 2011 г.
Кашни çулах апрель уйăхĕнче регионсем хушшинче "Халăхсем хушшинчи туслăха кĕнеке урлă йĕркелетпĕр" ятпа наци кĕнекисен фестивалĕ иртет. Çак йăлана кăçал та пăсмарĕç, мероприятие хутшăнса республикăри районсемпе хуласенче кĕнеке выставкисем, мастер-классем, чăваш çыравçисемпе тĕл пулусем иртрĕç. Акă, сăмахран, Наци тата Канашри тĕп библиотекăсем пуçарнипе Канашри педагогика колледжĕнче Туркай юбилейĕ ячĕпе поэзи каçĕ пулчĕ. Поэт студентсемпе тĕл пулма ятарласа килнĕ. Чăваш Ен Наци библиотекин маркетинг пайĕн заведующийĕ Н.Егорова В.Туркай пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан пуян презентаци хатĕрленĕ.
Аллă çул арçын пурнăçĕшĕн пысăк тапхăр-ши; Çур ĕмĕр чикки чикĕ пулмалла мар-ха: шăпах ку таранччен пурнăçланă, малашне тума палăртнă ĕçсене хаклама, тишкерме вăхăт çитнĕ. Çак кунсенче тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсенче чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай 50 çул тултарнине халалланă поэзи каçĕсем, унăн кĕнекисен выставкисем, сăвă илемлĕ вулакансен конкурсĕсем иртеççĕ. Валерий Владимирович вĕсене хăй те хаваспах хутшăнать.
Туркай тесен ăса, куç умне тĕлĕнмелле уçă саслă, хĕрÿллĕ калаçакан, кашни сăмаха татса калакан арçын сăнарĕ тухать. Нумай пулмасть вăл тутарсен чаплă поэчĕн Г.Тукайăн сăввисене чăвашла куçарса "Халăхăм, сана юратрăм" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта 45 сăвă кĕнĕ. "Урмаел ачи Кияметдин Пахалов пĕр сăмахсăрах кĕнеке кăларма пулăшрĕ", – тет В.Туркай. Унсăр пуçне М.Каримăн "Чи çÿллĕ ту çине хăпартăм", Кавказ поэчĕсен "Шурă юр çинчи хура ут" сăвăсен пуххисене пичете хатĕрлесе çитернĕ. Поэт çамрăк чухне, тинтерех кăна çырнă, ытти халăх сăвăçисен ĕçĕсене хăй чăвашла куçарнă вариантсене вуларĕ. А.Николаев космонавтпа, Р.Гамзатов поэтăн çывăх тăванĕсемпе тĕл пулни, М.Каримпа туслă çыхăну тытни çинчен питĕ интереслĕ фактсем каласа кăтартрĕ. Сăмах май, В.Туркая кăçал "Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Педколледжра вĕренекен армян хĕрĕ М.Аветисян, Й.Шайдуллина тутар хĕрĕ, Е.Рыжова чăваш пики Çеçпĕл Мишшин тĕнчери 55 чĕлхепе кун çути курнă "Çĕн кун аки" сăввине армянла, тутарла,чăвашла вуларĕç.
Колледж директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов, директор çумĕ Ф.Алеева, О.Васильева преподаватель В.Туркая 50 çул тултарнă ятпа саламласа творчествăра малашне пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.
Студентсем В.Туркайăн ачалăхĕпе, поэзири пултарулăх çул-йĕрĕ хăйĕн пуçламăшне ăçтан илнипе интересленчĕç.
– Шкул çулĕсенче манăн питĕ çар çынни – офицер пулас килетчĕ. Пулаймарăм. 1977 çулта пĕрремĕш сăвă çыртăм та районта тухса тăракан "Октябрь ялавĕ" хаçата ярса патăм, пичетлесе кăларчĕç. 92 пус гонорар та ярса пачĕç. Çакă шутсăр хавхалантарса ячĕ мана. Тата çырас килетчĕ.
Унччен маларах, 1975 çулта, районта Ленина халалланă сăвăсене илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Çавăнта мана та хутшăнтарчĕç. Конкурсра мала тухрăм. Каярах шкулти, районти мероприятисенче, концертсенче сăвăсем вулаттаратчĕç. Майĕпен-майĕпен поэзи мана хăй ытамне çавăрса кĕрсе кайрĕ. 10-мĕш класра С. Есенинăн "Ты жива еще, моя старушка" сăввине вулатăп. Хам малтан асăрхаман-ха – класс мана сывламасăр тенĕ пек итлет. Çавăн чухне сăмахăн вăйне ăнланса илтĕм.
Анне питĕ уçă саслăччĕ, юрлама юрататчĕ. Юрă кĕввине тÿрех астуса юлатчĕ. Мана сăвă вулаттаратчĕ. Пĕчĕк чухне хăйпе колхоз ĕçне илсе çÿретчĕ. Унта мана пĕтĕм ял воспитани панă. Водительсем сăвă каласа кăтартсан кабинăна лартса çÿретчĕç. Çак самантсен те ырă витĕмĕ пулнах. Паян кун та атте-аннене, ял-йыша тав тăватăп. Хамăра пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă çынсене манмалла мар, вĕсене тав тума, хисеплеме пĕлмелле. Вара пурăнма та çăмăлрах пулать, – терĕ Валери Туркай.
И.ВЛАДИМИРОВА.