АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçсĕр уçлăхра

27 апреля 2011 г.

Кашни арçын ачах ÿссен летчик е космонавт пулма ĕмĕтленет. Шухăшланă ĕмĕт пурнăçлантăр тесен çав тери нумай пĕлмелле, çирĕп сывлăхлă пулмалла. Тĕнче уçлăхĕн алăкне "уçма пулăшас" тĕллевпе ял библиотекарĕ шкулта ачасемпе тĕл пулчĕ. Космос пирки калаçрĕç, ун хыççăн тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Икĕ ушкăн тупăшрĕ: хĕрачасем "Земляне" ятпа, арçын ачасем "Марсияне" пулса тĕнче уçлăхне "çĕкленчĕç". Космос карапĕн командирĕсем Николаева Ксенипе Смирнов Никита пĕтĕм йывăрлăха хăйсем çине тиерĕç. Урăх планета çинче пурăнакансемпе тĕл пулса вĕсемпе сăмах тупма та пултарчĕç пирĕн çамрăк космонавтсем. Йывăрлăхсене çĕнтерме çирĕп туслăх пулăшрĕ. Космонавтсене çĕр çине ăнăçлă "анса ларма" "килте кĕтекенсем" хавхалантарчĕç.

С.ДИМИТРИЕВА, Кайри Ăнтавăш ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика