АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторсем хире тухрĕç

27 апреля 2011 г.

Çулпа çул пĕр килмест тенине час-часах илтме пулать. Юлашки тапхăрта çак улшăнусене хамăр çинче тÿрремĕнех тÿссе ирттерме тиврĕ. Çу кунĕсем калама çук шăрăх тăчĕç, хĕл кунĕсенче вара юр çумасăр пĕр кун та иртмерĕ тейĕн. Çĕр çумĕнчен самаях хăпарнă мăнаçлă юр куписем ирĕлсе каяссăн та туйăнмастчĕç. Телее, çурхи ăшă çумăрсем хăйсен ĕçне тивĕçлипех пурнăçларĕç, халĕ юр çырмасенче кăна вырăн-вырăн выртать. Эппин акана тухма та вăхăт.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçи В.Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, районти хуçалăхсем ака ĕçĕсене пĕлтĕр ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçăннă пулнă. Кăçал уй-хире хресчен 3-4 кун каярах юлса тухрĕ. Чи малтанах, паллах, тăпрари нÿрĕке тытса юлассипе тата кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Планпа кĕрхи культурăсене районта 6876 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 6140 гектар çинче сÿресе удобрени хывмалла. Çавăн пекех çĕртме сухине 6900 гектар çинче сÿремелле.

Хуçалăх ĕçĕсемпе паллашма пынă вăхăтра Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем нумай çул ÿсекен курăксен ани çинче тимлетчĕç. Олег Артизанов, Андрей Иванов тата Сергей Никонов хăйсене шанса панă "хурçă учĕсен" хыçне сеялкăсем çаклатса тăпра ăшне удобрени тата вăрлăх хыватчĕç. Ĕç пахалăхне Вячеслав Осипов, Геннадий Петров тата Владимир Васильев сеяльщиксем пăхса йеркелесе пыраççĕ. Вăрлăхпа тата удобренипе вĕсене Александр Иванов тивĕçтерсе тăрать. Уй-хире çавăн пекех ДТ-75 тракторсемпе Анатолий Орлов тата Анатолий Андреев сÿреме тухнă.

Хуçалăхăн агрономĕ Владимир Зефиров палăртнă тăрăх, кировецсем çурхи культурăсене 708 гектар çинче акса хăварма планлаççĕ. Вăл шутран урпа – 300 га, сĕлĕ – 208 га, ыттине тулă йышăнĕ. Çавăн пекех 100 га çинче куккурус шăтса тухĕ, пĕр çул ÿсекен курăксем (вĕсене хĕвел çаврăнăшĕпе хутăшлă акма палăртаççĕ) 400 гектар çинче çитĕнĕç.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика