АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăл ăçта чавмалла?

22 апреля 2011 г.

Специалистсен шучĕпе кирек хăш вырăнта та шыв пур. Тарăнăшĕ кăна тĕрлĕрен. 8 е 18 ункă яма тивет. Çавăнпа та пулас çăл вырăнне тĕрĕс тупнинчен те нумай килет.

Çĕр айĕнчи шыва тĕрлĕ мелпе шыраççĕ. Халăхра уйрăмах çаксем анлă сарăлнă:

- пĕр-пĕр вырăнта хулăн çулçăпа хулăн туналлă çутă симĕс ÿсен-тăран нумай ÿсни çĕр айĕнче шыв пуррине пĕлтерет;

- хур ури (лапчатка гусиная), варăш (болиголов), ама хупахĕ, хăмăш, хурхух (осот) йышши ÿсен-тăрансем те шыв çиелтине систереççĕ;

- улмуççипе чие йывăçĕ шыв çиелтех пулсан япăх ÿсеççĕ;

- юман, хăва, çирĕк, тирек, вĕлтĕрен, упа сарри шыв çулĕ пур вырăнсенче саркаланса ÿсет;

- шыв çывăх вырăна чăх çăмарта тума лармасть. Хур ами вара шыв юхăмĕ хĕресленнĕ тĕле çăмарта тума ларать.

- хĕрлĕ кăткăсем хăйсен йăвисене тăпра айĕнче шыв пуррипе çуккине кура çавăраççĕ. Шыв çывăхрах пулсан кăткăсене кураймăн.

Çак тата ытти сĕнÿпе усă курса çĕр айĕнчи шыв вырăнне тупма пулать. Анчах та чылай чухне ултавлă шыв тĕлне лекетĕн. Ку вăл тан тапписĕр, вăхăт-вăхăтпа пуçтарăнакан, унтан пăсланнипе е урăх вырăна юхса кайнине çухалакан шыв тĕлĕ. Çавăнпа та халăх меслетне кăна шанмалла мар.

Шыв çулне тупма тепĕр май та пур. 30 сантиметрлă икĕ алюмини пралукĕ илмелле. Хĕрринчен 10 см хăварса тÿрĕ кĕтес туса авмалла. Авнă кĕске вĕçне тытса алăсене мала тăсмалла, çăмăллăнах çаврăнма пултарччăр. Унтан шыв вырăнне шырама пуçламалла. Пралуксем питĕ хăвăрт çаврăнма пуçлани шыв пуррине пĕлтерет.

Шыв чăнласах та пуррине ятарлă барометр – анероид кăтартать. Малтан çав барометрпа çывăхри тараса кăтартăвĕн паллине виçмелле. Тĕслĕхрен, тараса çывăхĕнче стрелка 744,8 кăтартать тейĕпĕр, пулас çăл вырăнĕнче вара 744,1. Çакă шыв 7 м (744,8-744,1) тарăнăшĕнче вырнаçнине пĕлтерет.

Шыв çулĕсене шырама çĕре пăраласа пăхни те пулăшать. Анчах та ку питĕ хакла кайса ларать.

Çывăхри тарасасем епле вырнаçнине те сăнамалла. Унтан вĕсене шухăшпа тÿрĕ йĕрпе çыхăнтармалла: çурçĕртен кăнтăралла, анăçран тухăçалла (географи карттинчи параллельсемпе меридиансем евĕр). Йĕрсем пĕрлешнĕ тĕл çăл вырăнĕ пулĕ. Тепĕр чух вырăнти çĕр хăех пĕлтерет. Пĕр-пĕринчен ытла инçе вырнаçман пĕр йĕр çинчи икĕ тараса хушшине виççĕмĕшне чавма юрать.

Çăл чавмалли вырăна тупсан та халăх каларăшне ан манăр: "Çиччĕ виç те пĕрре кас". Йăнăша тÿрлетме çăмăлах мар. Çавăнпа та пур мелпе те усă курса пăхăр.

А.НОСОВ, строитель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика