22 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пирĕн училищĕре "Çурхи ырăлăх эрни" акци пуçланчĕ. Çак акцие эпир çулсеренех хастар хутшăнатпăр. Ырăлăх эрни пынă тапхăрта ветерансем, инвалидсем тата ватă çынсем патне кайса çÿретпĕр, вĕсене мĕн вăй çитернĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.
"Ырă тума пĕлетĕн пулсан ыттисене те вĕрент!" девиза тĕп хурса училищĕн 10-мĕш группинче вĕренекен повар кондитерсем тутлă кукăльсем пĕçерсе хатĕрлерĕç, хăйсен кучченеçĕсемпе Сиккассинчи ветерансен çурчĕнче пурăнакансене сăйларĕç. Ватăсем сĕтел хушшинче хăналаннă вăхăтра Галина Хлебниковăпа Антонина Кузьмина (вĕсем иккĕшĕ те çак ялта çуралса ÿснĕ) сăвăсем вуларĕç, илемлĕ юрă парнелерĕç. Эпир ватăсен çурчĕсене тăтăшах пырса çÿретпĕр, унта пире курма яланах хавас.
А.КУЗЬМИНА, 2-мĕш ПУ мастерĕ.