22 апреля 2011 г.
Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсене йĕркене пăсакансем "тунсăхлама" па-маççĕ. Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем яланах малти ретре. Вĕсем районта çул-йĕр хăрушсăрлăхне йĕркелесе тăраççĕ, автотранспорта вăрлас пулăма сирсе ярассипе тимлеççĕ, çухалнисене шыраç-çĕ.
Районти ГИБДД уйрăмĕнче 13 сотрудник ĕçлет, вĕсенчен иккĕшĕ хальхи вăхăтра Çурçĕр Кавказ регионĕнче служба командировкинче.
Автоçулсем çинче инкек пулассине сирсе ярас тĕллевпе районта тăтăшах профилактика мероприятийĕсене йĕркелесе ирттеретпĕр. Унта "Автобус", "Хăвăртлăх", "Ачасем", "Çуран çÿрекен", "Чукун çул урлă каçмалли переезд" (вĕсем пирĕн районта 11) тата ытти тĕллевлĕ акцисене кĕртме пулать. Инспекторсем çавăн пекех шкулсене те çитсе килеççĕ, ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе тĕплĕнрех паллаштараççĕ, конкурссем йĕркелеççĕ.
Районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем 347 километр тăршшĕ тăсăлакан автоçулсем çинчи лару-тăрăва пăхса тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсенчен "Çĕрпÿ – Ульяновск" федераллă автоçул 41 км йышăнать, республика шайĕнчисем – 87 км, вырăнтисем – 219 км.
Виçĕ уйăхра районти автоçулсем çинче тăхăр автоинкек пулса иртнĕ, вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вуннăшĕ сусăрланнă. Тăватă тĕслĕхре автомашинăсем çапăнни паллă, тепĕр тăватă тĕслĕхре çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнине шута илнĕ. Çавăн пекех чăрмав çине пырса кĕнĕ пĕр тĕслĕх пур. Енчен те хăвăртлăх режимне тата çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăннă пулсан автоинкексен шучĕ тата та сахалтарах пулĕччĕ.
Пĕрремĕш кварталта ГИБДД сотрудникĕсем çулсем çинчи йĕркене пăснăшăн 2247 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Вĕсенчен 38-шĕ руль умне "хаяр" шĕвеке сыпнă хыççăн ларнă пулнă иккен, 821 водителе хăвăртлăха ÿстернĕшĕн штрафланă, явап тытнисен хушшинче çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман 93 çуран çÿрекен те пур.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.