АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манту инфекцие тупса палăртать

22 апреля 2011 г.

Туберкулез инфекцийĕ çын организмĕнчи кирек хăш органа та сиенлеме пултарать. Уйрăмах 2-3 çулти ачасем чирлес хăрушлăх пысăк. Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе хутшăнни, сывлав органĕсен, вар-хырăмăн вăраха кайнă чирĕсем, нерв системи пăсăлни, сахăр диабечĕ çак чир ерес витĕме ÿстереççĕ. Çавăнпа та тин çуралнă ачасене 3-7 кунтанах туберкулеза хирĕç БЦЖ текен вакцинăпа прививка тăваççĕ.

Ачасен туберкулез инфекцийĕ пĕр паллăсăр аталанма пултарать, ăна Манту лартса çеç пĕлме пулать. Манту прививкине чире тупса палăртма кашни çул е çулталăкра икĕ хутчен те тăваççĕ.

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачине туберкулеза хирĕç прививка тума ирĕк памасăр вăйлах йăнăшаççĕ. 2 ТЕ Манту ачасемпе çамрăксемшĕн пач та сиенлĕ мар. Ăна пĕр хут усă курмалли инструментпа ятарласа вĕрентнĕ, аттестаци тухнă медицина ĕçченĕсем тă-ваççĕ. "Хальхи вăхăтра туберкулез çук, прививка тума кирлĕ те мар", – тени ытла та айванла шутлани пулать.

Манту организмра микобактерисем пуррине кăтарĕ пулсан фтизиатр врач сипленмелли эмелсем çырса парать. Туберкулез – чи вăрах вăхăт сипленмелли чир, унран хăтăлас тесен тепĕр чухне 3 уйăхран пуçласа 3-5 çул та иртсе каять. Енчен те Манту инфекци пуррине çирĕплетет пулсан тухтăр сĕннипе 3 уйăх хими профилактики тума тивет. Кун пек сиплевĕн усси сахал тăк санаторире, больницăра выртса сипленмелле.

Ачан белокпа, витаминсемпе пуян апат çимелле, уçă сывлăшра тăтăш пулмалла, сиплев физарядки тумалла. Пÿлĕме тăтăш тата вăрах вăхăт уçăлтармалла. Хими профилактики туберкулеза аталанма чарса тăрать. Организма ача чухне кăна мар, çитĕнсен те çак инфекципе чирлессинчен хÿтĕлет. 2010 çулта 7261 ачаран 7246-шĕ (99,7 проц.) Манту прививкине тутарнă. 21 ача санаторире, 14 ача республикăри тубдиспансерта сипленнĕ.

Ашшĕ-амăшĕ, эсир хăвăр ачан пурнăçĕшĕн, унăн сывлăхĕшĕн яваплă. Çавăнпа ан манăр: ĕçкĕпе иртĕхесси, наркомани сарăлса пынă май туберкулезпа чирлекенсен йышĕ ÿссе пырать. Çак сиенлĕ йăласем ачасен сывлăхĕшĕн мĕн тери хăрушă пулнине ăнланса илĕр те вĕсене чир-чĕртен упрăр.

А.АНТОНОВА, ачасемпе ĕçлекен фтизиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика