АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыса чăннипех те тивĕçнĕ

22 апреля 2011 г.

Кăçал чăваш халăх поэчĕ Ю.Сементер 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çакна халалласа аслă классемпе "Чыса чăннипех те тивĕçлĕ çыравçă" ятпа уяв йĕркелерĕмĕр. Пирĕн вулавăшра Чăваш халăх поэчĕн пурнăçĕпе пултарулăхне сăнлакан икĕ кĕнеке пур: Порфирий Афанасьев пухса хатĕрленĕ "Писатели Чувашии" библиографи справочникĕ тата иллюстрацисемпе пуян "Писатели" сборник. Кĕнекесем 2006 тата 2008 çулсенче пичетленсе тухнă.

Çыравçă яланах çул çинче, яланах шыравра. Вăл халăхпа пулма тăрăшать, уй-хир ĕçченĕсемпе, заводра, стройкăра вăй хуракансемпе тĕл пулать. Автор çав тери нумай ĕçлет, сăвă хыççăн сăвă шăрçалать.

Ытти çыравçăсем те унăн пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Асăннă кĕнекесенче вулакансем çавăн пекех чăвашсен ытти çыравçисен пултарулăхĕпе те паллашма пултараççĕ.

Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Ю.Сементер нумай кĕнеке авторĕ. Вăл "Хур кайăк çулĕ", "Аван-и, салтак", "Йĕс шăнкăрав" тата ытти сăвă кĕнекисенче рабочие, çĕр ĕçченне мухтать. Çавăн пекех унăн сăвă-хайлавĕсенче туслăх, юрату, чыспа тивĕç, этемлĕх, чăвашлăх темисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Ача-пăча валли те вăхăт тупать çыравçă. "Автан мĕншĕн авăтать" кĕнекери "Салтакпа упа", "Айван кашкăр", "Ылтăн панулми", "Пакшапа чакак" тата ытти сăвăлла юмахсене кĕнеке тусĕсем юратса вулаççĕ.

Нумаях пулмасть Ю.Сементерĕн "Çиçĕм сапаки" ятлă кĕнеки кун çути курчĕ. Кĕнекене тăватшар йĕркерен тăракан сăвăсем кĕнĕ. Сăвăсем тăватă йĕркерен çеç тăраççĕ пулин те вĕсенче тарăн шухăш пытаннă. Çыравçă хăйĕн кĕске хайлавĕсенче чăваш çыннин паянхи шухăш-кăмăлне, пурнăçри туртăмĕсене, йăли-йĕркисене философиллĕ куçпа пăхса хаклать.

"Хум çаврăнса çитсессĕн çырана

Пĕрре пырса çапать - саланать.

Этем ĕмри те шутласан, тăванăм,

Çыран хĕрне çитес самант кăна", - тет Ю.Сементер.

Хамăр ĕмĕре тĕрĕс пурăнса ирттеретпĕр-и ха эпир; - çак шухăш канăç памасть çыравçа.

Юлташ çуккишĕн çынсене кÿрентĕн

Куну-çулу хиврелнĕ тапхăрта.

Ху вĕсене сума суман пĕрре те

Ни çирĕмре, ни хĕрĕх тăххăрта.

Сана илем те панă çут çанталăк,

Пуçу та пур ик хулпуççи çинче.

Анчах мĕн-ма эс тăсайман-ши алă

Сăпайлăхне валеçнĕ чух тĕнче;

Ю.Сементер сăввисене чăваш композиторĕсем юрра та хывнă. "Сакăр вун сакăр юррăм пур, сар сак çине сарса суйлаччăр, алран алла тытса юрлаччăр", - тенĕччĕ Сементер публицистикăлла çитмĕл çичĕ статйинчен пĕринче. Суйла-суйла юрлаççĕ те. Яш-кĕрĕм "Уçланкăри палан", "Ан васка", "Малтанхи юратăвăм", "Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç", "Никама та ан кала", "Сĕрме купăс", "Юратуçăм, юрату", "Парне парăттăм" юрăсене уйрăмах кăмăллать.

Ял-йышпа кĕрекене ларсан кăмăла уçма - "Ан кай, тăван", "Ăсатса яр", "Ан ман, тăван", "Ял-ял витĕр тухрăм", "Тăванăм, тăванăм", "Аякри тантăша", "Чăваш çĕрне килсе курсамăр"... Пин юрăран пĕри кăна юлсан та, ăна тăван ыр кăмăлпа юрлас пулсан, сăвăç телейлĕ иккенне систернĕччĕ Митта Ваçлейĕ.

Сăвăç Филипп Лукинпа, Герман Лебедевпа, Григорий Хирпÿпе, Юрий Кудаковпа, Анатолий Никитинпа алла-аллăн ĕçлет.

"Вăрман хĕрринче юман каш кашлать,

Юман айĕнче йĕкелĕ ташлать,

Йĕкелĕ ташлать тымар ярасшăн.

Эпир чăвашсем, чăваш пуласшăн...", – тет Ю.Сементер.

Çапла, эпир чăваш çĕрĕ çинче ÿссе çитĕнсе çын пулнă, эпир чăваш ывăлĕ-хĕрĕ, çакăнпа тивĕçлипех мухтанатпăр. Чĕлхе - кирек хăш халăхăн та чи пысăк, чи паха пуянлăхĕ: ăна халăх хăй тăвать, малалла аталантарса, пуянлатса пырать. Çак шухăш та Ю.Сементер хайлавĕсенче уççăн сисĕнет:

Чăн чăвашла ĕнернĕ хĕлĕхе

Çÿлти Аттемĕр кĕртнĕçем хĕлхем.

Каланă: "Ырă халăх, пил сана,

Çу пек çемçе чĕлхе ĕмĕрлĕхе".

Айта, тăванăм, çаврăнса пăхар:

Ăçта паян хасар, ăçта пăлхар;

Ни вăл, ни ку ниçта та курăнмаççĕ,

Эппин, çулташ, чăн-чăн чăваш пулар.

Анчах та çынпа çын пĕр мар. "Семья не без урода", - теççĕ вырăссем.

Чăвашра та пур ун пек пăсăк этемсем. Поэт куçĕ вичкĕн, вăл пире пурнăç çулĕ çинче кансĕрлекен, кăмăла пăсакан пăтăрмахсене те асăрхамасăр иртсе каймасть.

Мĕн пытармалли пур: чăвашсем хушшинче те пусма тăрăх çÿлелле улăхакан çынна вуннăн аялалла туртаççĕ, сăвăç каларĕш, ăна пĕттĕр-çĕттĕр ку тесе сăхаççĕ. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсен шучĕ те çук. Çакна вăл сăвă йĕркисенче палăртать.

Шухăшăма сума сăвать ютри юлташ,

Анчах ăнланаймасть çумри чăваш.

Хăш чух мĕн тăвăн, тăван мар тăван

Çич çын урлах тăсса парать лаваш.

Сунатпăр пĕр-пĕрне телей те сывлăх

Çÿл тÿперен çăвинччĕ тетпĕр ырлăх.

Шăпах çав ырлăха кĕте-кĕте

Тÿпемĕр умĕнче тăватпăр çылăх.

Поэзире салтак сăввисемпе палăрнă Ю.Сементер пултарулăхĕнче атте-анне сăнарĕсем уйрăмах чĕрĕ, чун тĕпĕнчен тухакан шухăш-кăмăлпа чăнлăхлă. Атте-анне пурнăç тăршшĕпех канăçне çухатса ирĕн-каçăн ачисемшĕн тăрăшать. Эпир, ывăлĕ-хĕрĕ вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.

Ах, ашшĕ, амăш... Хупласан та хурлăх

Ачи-пăчи валли пуçтарчĕ пурлăх.

Лешсем сисмерĕç... Кайрĕç иртĕнсе.

Мĕн пулчĕ вĕсене; Ыртарчĕ ырлăх.

Ывăл ачишĕн амăш те яваплă,

Ашшĕ вара - икĕ хутчен яваплă.

Анчах çын тăрăшни парать-ши усă

Хăй чунĕнче пач пулмасан яваплăх;

Тепĕр хăрушă тăшман - этем сывлăхне хавшатаканни, пурнăçа вăхăтсăр татаканни - эрех. Ăна пурте саваççĕ, хÿхĕм сăмах каласа "Сывлăхшăн" тесе ĕçеççĕ. Эрех такмакĕсенче ун пеккисене çапла каланă:

Мĕнле хитре хĕрарăм, эй тĕнче,

Асилтерет вăл тÿпери ĕнче.

Анчах... çывăхрах пырсан ăнлантăм:

Эрех ташлать иккен ун ăшĕнче.

Чăвашăн пулнă лайăх ен - сăпайлăх,

Ăна вăл кÿнĕ çирĕплĕх те стайлăх.

Хал ĕмĕр чулĕ çавăрттарнă май,

Çыхланчĕ çĕнĕ туртăм, вăл - сăпайлăх.

Сăвă хыççăн сăвă, кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн чуна кантаракан, кăмăла çĕклекен хайлавсем. Вĕсене вуланăçемĕн вулас килет. Кĕнекери сăвăсен тематики анлă. Вăл хальхи çамрăксен кулленхи пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕрешĕвĕ, шухăш-кăмăлĕ, туслăхĕпе юратăвĕ çинчен çырать, çынсене пурнăçа, тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн кĕрешме чĕнет.

Ю.Сементер поэзийĕ вулакана тарăн шухăша ярать, пурăнма, юратма, хавхалантарать. Ю.Сементер çыравçă пирки чăннипех те чыса, мухтава тивĕçлĕ поэт тесе калас килет.

Уява Шелттем шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Сергеева ертсе пычĕ. Çыравçăн "Çиçĕм сапаки" кĕнекери сăвă сыпăкĕсене 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем вуларĕç тата Ю.Кудаков композитор кĕвĕленĕ "Чăваш çĕрне килсе курсамăр", "Аякри тантăша" юрăсене янăратрĕç. Уява пуçтарăннисем ялти вулавăш ертÿçи йĕркеленĕ "Çĕршыв юрăçи" кĕнеке куравĕпе те тимлĕн паллашрĕç.

Т.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика