АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăха лейкоз ерсен...

22 апреля 2011 г.

Ветеринарипе санитари сиплев ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлани фермăсенчи, çавăн пекех уйрăм çын хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел аталанма май парать. Ветеринари саккунĕсемпе тата инструкцийĕсемпе килĕшÿллĕн ветеринарсем хуçалăхсенче тата кил тăрăхĕнче çулсеренех профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, çакă тĕрлĕ ерекен чирсенчен асăрханма тата хăтăлма пулăшать.

Пирĕн паянхи калаçу хăни - Россельхознадзорăн ветеринари контролĕн Чăваш Республикинчи Управлени уйрăмĕн патшалăх аслă инспекторĕ М.Кошкин. Вăл ĕне выльăхсен лейкоз чирĕпе кĕрешмелли тата унран асăрханмалли мероприятисемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

- Михаил Борисович, лейкоз мĕнле чир вăл;

- Лейкоз - ĕнесемпе пăрусене ерекен вируслă чир. Инфекци аталанăвне виçĕ тапхăра пайлаççĕ: инкубаци (ернĕ хыççăн чирĕн паллă пуличчен пыракан вăхăчĕ), гематологи (юнра чир аталанăвĕ) тата шыçă тапхăрĕсем. Чире ерекен вирус пуçарса ярать. Вирус вара лейкозпа сиенленнĕ юн, сĕт, лимфа клеткисем урлă лекет.

- Апла выльăха лейкоз ересрен мĕнле асăрханмалла;

- Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви 1999 çулхи майăн 11-мĕшĕнчи 359 " Хушăвĕпе лейкоз чирĕнчен асăрханмалли тата унпа кĕрешмелли правилăсене çирĕплетнĕ. Унта çакна палăртнă: выльăх усракансен кĕтÿ çÿретме, выльăх е аш-какай сутма ветеринари специалисчĕсенчен ирĕк илмелле, тин туяннă е кÿрсе килнĕ выльăха тĕрĕслеттермелле, чир-чĕр палли пулсан çийĕнчех ветслужбăна пĕлтермелле.

Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ: "Ветеринари çинчен" РФ саккунĕн 18-мĕш статйипе (4979-1 ") килĕшÿллĕн, ăна 1993 çулхи майăн 14-мĕшĕнче йышăннă, выльăх усракансен тата аш-пăш, юр-вар хатĕрлекенсен выльăха чир-чĕртен упрас тата апат-çимĕçе типтерлĕ тытас тĕллевпе яланах асăрханмалла, витесене, выльăх апачĕсем упракан, продуктсем тирпейлекен пÿлĕмсене таса тытмалла, тавралăха выльăх-чĕрлĕх каяшĕсемпе вараламалла мар, ветеринари специалисчĕсене выльăхсене тĕрĕслеме ирĕк памалла, вĕсем хушса хăварнисене пурнăçламалла. Çав саккунпах профилактика ĕçĕсен срокĕсене пăхăнманшăн е вĕсене пачах йĕркелеменшĕн выльăх хуçисене, хуçалăх ертÿçисене административлă майпа явап тыттараççĕ.

Федераци службин Чăваш Енри ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Управленийĕ тăтăшах асăрхаттарать пулин те, ветеринари специалисчĕсем фермăсенче тата кил картисенче ĕнесем лейкозпа чирленĕ тĕслĕхсем тупса палăртаççĕ. Çакă чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăхăнманнипе пулать.

- Выльăх чирĕ анлăн сарăлсан, наукăра ăна эпизооти теççĕ-ха, лейкоза мĕнле палăртаççĕ;

- Фермăсенче, ялсенче планпа диагностика тĕпчевĕсем ирттернĕ, çавăн пекех аш-какай комбиначĕсенче выльăх пуснă чухне лейкоз тупăнмасан, паллă ĕнтĕ, вĕсенче çак чир тĕлĕшĕнчен лару-тăру йĕркеллĕ. Çак йĕркелĕхе хуçалăхсен, патшалăх ветеринари службин тата аш-какай комбиначĕсен ветеринари специалисчĕсем выльăха пуснă е вилле касса тĕрĕсленĕ хыççăнхи экспертиза, çавăн пекех тĕрлĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ.

Серологи, гематологи тата патоморфологи (лимфа çулĕсене, сулана, пÿрене, чĕрене тата шалти ытти органсене тĕрĕслени) тĕпчевĕсем тăрăх хуçалăхсенче лейкоз чирĕн пирвайхи палăрăмĕсене палăртаççĕ. Ăратлă ĕнесемпе пăрусем усракан хуçалăхĕсен ертÿçисем чиртен асăрханмашкăн ултă уйăхран аслă мар мĕн пур выльăха çулталăкра пĕрре клиника тĕрĕслевĕпе серологи тĕпчевĕ витĕр кăларма тивĕç. Ытти хуçалăхсенче лейкоза тупса палăртма кашни кварталта тĕрĕслев ирттереççĕ.

- Калăпăр, лейкоз чирне тупса палăртрăмăр. Малалла мĕнле ĕçсем тумалла-ши;

- Хуçалăхсенче, çав шутра выльăх тытакансен кил картийĕсенче те, вĕсенче чир палли пулсан, республикăри патшалăх ветеринари служби тăратнипе субъект (район, область, край т. ыт. те) ертÿçи инфекци сарăласран сыхлану мероприятийĕсем ирттерме йышăну тăвать.

Сывлăхлантару мероприятийĕсен планĕнче хуçалăхра е ялта чирлĕ выльăхсен йышне тата чир аталанăвне кура сиплев ĕçĕсен калăпăшне тата ятарлă ветеринари мероприятийĕсен срокне, кĕтĕве сиплемелли меслетсене палăртаççĕ, çав ĕçсене пурнăçлама яваплă çынсене çирĕплетеççĕ.

Çав тапхăрта хуçалăхри е ялти выльăх-чĕрлĕхе пăхса-сиплесе тăракан ветеринари специалисчĕ ирĕк памасăр ушкăнлама, урăх вырăна куçарма е сутма, вăкăрсене ĕне-пăру çывăхне яма юрамасть. Выльăха тĕрĕслемелли инструментсем таса пулмалла.

Чиртен сипленекен ĕнесенчен суса илнĕ сĕте юр-вар тирпейлекен завода ăсатаççĕ, пастерленĕ (микробсем ĕрчесрен вĕрилентернĕ) хыççăн унпа хуçалăхра та усă курма юрать. Чире пĕтерсен сĕтпе усă курма чару çук.

- Михаил Борисович, лейкозран хăтăлмалли сиплев ĕçĕсемпе паллаштарăр-ха.

- Хуçалăхри ĕнесемпе пăрусен 10 процентне лейкоз ернĕ пулсан, чирлĕ выльăхсене пусма ăсатаççĕ. Çав кĕтÿри выльăхсемпе кашни виçĕ уйăхра серологи тĕпчевĕсем ирттереççĕ, чирлисене уйăрса илеççĕ.

Кĕтÿри выльăхăн 30 процентне чир вирусĕ ерсен çак йыша сывă ĕне-пăрусенчен уйăраççĕ те кашни çур çултан гемотологи меслечĕпе тĕрĕслесе тăраççĕ. Юн улшăнсан, лейкоз тупăнсан чирлĕ выльăха пусаççĕ. Паллах, чирлĕ ĕнене кĕтÿре тытни никама та усă кÿмест, çавăнпа сывă выльăх йышне çĕнĕрен йĕркелемелле. Ялта ĕне-пăру усракансен те, выльăха чир ерсен, унран хăтăлма тăрăшмалла.

Каларăм ĕнтĕ, лейкозпа сиенленнĕ выльăха аш-какай комбинатĕнче пусаççĕ. Ăна унта тĕрлĕ транспорт хатĕрĕпе турттарса пыма юрать, анчах çул çинче ветеринарипе санитари хушăвĕсене çирĕп пăхăнмалла.

- Калаçушăн тавах сире, Михаил Борисович. Эсир каланă канашсемпе сĕнÿсем выльăх усракансене усă кÿрессе шанас килет.

- Мана хаçатра вырăн панăшăн хăвăра та тав. Сирĕн те ĕçĕрсем ялан ăнса пыччăр!

А.ВЛАДИМИРОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика