АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн кăна каламарĕ пуль

22 апреля 2011 г.

Хулан тĕп урамĕпе пыратăп. Çурхи уçă сывлăшĕ сим пыл тейĕн – чуна "ÿсĕртсе" ярать, хĕвелĕ те йăл кулса пăхнăн туйăнать. Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкул умĕнчи тротуарăн айлăмлă вырăнĕнче шыв тăрать. Çуран çынсем çак тĕлтен кам мĕнле пултарать, çавăн пек иртсе каять: пĕрисем машинăсем çÿрекен çул çине тухса, теприсем шкул картишĕн решеткисенчен тытăнса кирпĕчрен купаланă никĕс тăрăх утса, виççĕмĕшсем, ытларах ачасемпе çамрăксем, урисене йĕпетессине пăхмасăрах пушмак пуçĕсем çине балеринсем пек пускаласа, атă тăхăннисем вара шампăртаттарса.

Шоссепе тротуар хушшинчи лаптăк тăрăх шăлавар вĕçĕсене варалас мар тесе çÿлелле çĕклесе, асăрханса пусса шыв çук вырăна тухрăм та чарăнса тăтăм. Ыттисем шыв кÿлленчĕкне мĕнле "атакăлаççĕ-ха" тесе сăнама тытăнтăм. Ман пеккисем те, тимĕр картаран уртăнса утакансем те пулчĕç. Акă пĕр çичĕ теçеткене ваклама пуçланă хĕрарăм килни курăнчĕ. Кÿлленчĕк тĕлне çитсен чарăнчĕ. Вунă çулсенчи икĕ хĕр пĕрчи çуйхашса та ахрашса, решеткесенчен тыта-тыта тепĕр енчи шывсăр вырăна тухрĕ. Вĕсем шкул хапхинчен кĕрсе курăнми пулсан хайхи карчушка карта патне пырса тăчĕ. Никам та курмасть-ши тесе ун-кун пăхкаларĕ те аллисемпе решеткене çатăрласа тытрĕ. Асăрханса урисене черетлесе куçарса малалла талпăнчĕ. Çурма çула çитсен сылтăм алли вĕçерĕнсе кайрĕ. Карчăк хăлаçланса илчĕ те шыв çине шаплатрĕ. Питĕ ăнăçлă ÿкрĕ вăл – çемçе вырăнĕпе пĕвене аннă хур ами евĕрех майлашăнса вырнаçрĕ. Темиçе çеккунт шăп ларчĕ вăл. Хăйĕнпе мĕн пулнине ăнкарса илсен пуçларĕ çĕр çинчи усал сăмахсене шĕкĕлчеме. Хула влаçĕнче ĕçлекенсене тротуарсене тирпейлесе тăманшăн хутлă-хутлă сăмахсемпе вырăсла та, чăвашла та ай-яй! хыт çунтарчĕ.

Çав вăхăтра çăварне фильтрлă вăрăм сигарет хыпнă, тутине писевпе сăрланă хĕр çывхарчĕ. Кĕске куртка тăхăннипе çурăмĕ тата унтан аяларах вырăнĕ çуталса тăраççĕ.

– Тăр, бабусь. Сивĕ шывра ларнипе воспалени илетĕн вĕт-ха, дурочка. Чуптар килна хăвăртрах! – терĕ çăра тĕтĕме çÿлелле пашлаттарса.

– Полехче, кривляга. Кăвапуна хупла, арçынсене астаракан вырăнна шăнтăн та ĕмĕрлĕхех хĕсĕр юлăн. Эпĕ улттă çуратса пиллĕк ÿстернĕ, нимĕнле восполени те илмен мана, халь тем более хăрушă мар. Киле çитсенех эрехпе кĕлеткеме тул енчен те, шал енчен те сăтăрап та как огурчик пулса тăратăп, – хирĕç патлаттарчĕ кинемей ланкашкаран тăват уран упаленсе тухса.

Кинемей хăй хыçĕнчен шыв юхтарса, хыттăн янкăшса шкул хыçĕнчи çурт еннелле таплаттарчĕ. Эпĕ те хам çулпа малалла вашлаттартăм.

Вăрçса пĕтерчĕ

– Мужик, урам урлă каçарса яр-ха! – тени кĕрсе кайрĕ хăлхана.

Урамăн тепĕр енче икĕ туя тытнă, вырăн-вырăнпа сăранланса ларнă пальто тăхăннă, тахçантанпах çуманнипе тĕсне çухатнă тутăр çыхнă, пенси çулĕсенчи хĕрарăм тăрать. Машинисем вара пĕр-пĕринчен кăкарса янă евĕр пĕр вĕçĕм унталла та кунталла чупаççĕ. Тирпейсĕр, сăпайлăх мĕнне пĕлмен карчăк пулăшма ыйтнине илтмĕш пулса малалла каяс шухăш та мĕлтлетсе илнĕччĕ пуçра. Темле вăй, хам çав çулсене çитсен темле пуласси пирки шутлаттарса-ши, урасене чарса лартрĕ. Машинăсен юхăмĕ вăхăтлăха лăпланнипе усă курса кинемей патнелле чупсах кайрăм. Хул айĕнчен тытрăм. Пĕр урине тепринчен аран-аран ирттерекенскере çул урлă каçартăмах. Машинăсен хуçисем ырă кăмăллăскерсем пулчĕç, "лашисене" кăшкăртса эпир иртсе каясса кĕтсе тăма чăтăм çитерчĕç.

Тротуар хĕррипе шыв юхать. Кинемей ăна курсан харсăрланса кайрĕ пулас.

– Эсĕ, мĕн, мужик, манран куласшăн штоль! Урасене йĕпетсе чирлеттерсе ярас тетĕн-им! Юри çак тĕле çавăтса килтĕн-и-ха, бессовеçнăй! – кăшкăрса пăрахрĕ хĕрарăм, тутине вара тем тăршшĕ тăсса хучĕ.

– Каçарăр та, ку сирĕн тав туни пулчĕ-и; – кăмăлсăрлантăм эпĕ.

– Пăх-ха эс ăна, калаçса тăрать тата, каçару ыйтма вĕрентмен-им сана аçупа аннÿ! – хăртма пуçларĕ хайхискер.

Хама кÿрентернĕ кинемее юхакан шыв урлă вăшт кăна йăтса каçартăм та, çынсем умĕнче намăс курас мар тесе газельсем чарăнакан вырăналла вĕç-тертĕм. Иртен-çÿренсем ку арçын амăшне ним вырăнне те хумасть тесе шутлĕç тата.

Вăт ырă ту çынна!

Виталий АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика