22 апреля 2011 г.
Пĕтĕм Раççейри "Шур чечек" акцие хутшăнса пирĕн районта та мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх иртрĕ. Кăçалхи пĕр уйăхра çынсен сывлăхне иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1,7 хут ытларах тĕрĕсленĕ. 2010 çулта уйăхлăх вăхăтĕнче 1598 çынна флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă пулсан, хальхинче 2791 çын тухнă, больницăра икĕ тата ытларах çул пулман 2160 çыннăн (пĕлтĕр – 1260) сывлăхне флюранализ тунă.
Районăн тĕп больницин тĕп врачĕ Рената Федорова вырăнти сывлăх сыхлав учрежденийĕсем пурте "Шур чечек" акцие хастар хутшăннине палăртрĕ. Çак тапхăрта туберкулез чирĕн вăраха кайнă формипе нушаланакансене тупса палăртма, вĕсене пулăшма май килнĕ. Сиккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ хăйĕн участокĕнчи ялсенче пурăнакансене графикпа васкавлă пулăшу машинипе флюорографи кăларма илсе çÿренĕ. Çапла майпа ватăсем, больницăра вуншар çул пулманнисем те унта кайса ÿпке-чĕре таврашне тĕрĕслеттернĕ.
Паян туберкулезпа чирлĕ çынна сыватма пулать. Диагноза вăхăтра лартсан, пациент врач каланисене çирĕп пăхăнсан, хăйне хăй хисеплесен тата сиенлĕ йăласене пăрахсан çак инкекрен хăтăлаять.
Акци вăхăтĕнче районти участок больницисемпе фельдшер пункчĕсем санбюллетеньсем, рефератсем, буклетсем хатĕрленĕ. Районăн тĕп больницин реанимаци уйрăмĕ кăларнă санбюллетень республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Аччари ача сачĕ "Санбюллетень кăларнă чи лайăх ача сачĕ" номинацире, Шуркасси вăтам шкулĕ "Буклет хатĕрленĕ чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕ" номинацире мала тухнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Александров, Рената Федорова тĕп врач "Шур чечек" акцие хастар хутшăннă медицина ĕçченĕсене саламларĕç. Çыннăн сывлăхĕ тухтăрсенчен те нумай килнине палăртса ырă ĕçшĕн тав турĕç, шурă тата сарă чечексем – таса сывлăхпа телей символĕсем – парнелерĕç.
И.МИРОВА.