22 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕнчи информкунра Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программа, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама кăларнă саккуна пурнăçа кĕртесси, ялсене тирпей-илем кÿресси, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.Путин Правительство Президиумĕн ларăвĕнче учительсен ĕç укçине пысăклатас ыйтупа панă хушăва пурнăçласси, тарифсен политики çинчен калаçрĕç. Шупашкартан килнĕ ушкăна Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова ертсе пычĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ларусем ирттермелли залра район администрацийĕн структурăллă подразделенийĕсене, районти предприятисемпе организацисене ертсе пыракансенчен йĕркеленĕ информушкăнсен членĕсемпе кÿртĕм инструктаж ирттерчĕç. Темăсене уçса панă çĕре вырăнти фактсемпе усă курма район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ Э.Александров, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç, кăткăс самантсене ăнлантарса пачĕç.
"Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи судпа экспертиза лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров Хучел ял тăрăхĕн çыннисемпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн актовăй залĕнче тĕл пулчĕç. Калаçу ыйту-хурав йĕркипе ирĕклĕ лару-тăрура иртрĕ. Тĕл пулăва Константин Анатольевич ертсе пычĕ. Темăсем тăрăх вăл каланă сăмахсем çумне унпа пĕрле килнисем çĕннисене хушса, тĕслĕхсемпе усă курса ăнлантарчĕç. Вырăнти пурнăçпа çыхăннă ыйтусене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов хуравласа пычĕ.
Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче "Электронлă регистратурăна" ĕçе кĕртнипе хăвна кирлĕ врач патне çырăнма темиçе минут кăна кирлĕ. Интернет çуккисем, вĕсенче пысăк пайĕ – ватăсем, çакна ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче, ял тăрăхĕн администрацийĕнче тума пултараççĕ. Электрон почтипе усă куракан тăван-пĕлĕшĕсем те ыйтнине пурнăçламасăр хăвармĕç. Район больницин хăш-пĕр уйрăмĕсене тĕпрен юсама, ялти медпунктсене çĕнетме, тĕрлĕ медицина хатĕрĕ 11 миллион тенкĕлĕх туянма палăртнă.
Районта нумай ачаллă çемьесем 27. Хальхи вăхăтра 18 ял тăрăхĕнче çĕр лаптăкĕсем хатĕрлеççĕ. Çурт-йĕр çавăрма 12, дача тума 10, хушма хуçалăха тытса пыма 20 сотка уйăрма пăхнă. Атнаш, Вăрăмпуç, Энтрияль, Ямаш ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çак ĕçе пуçăнман-ха. Çакна вĕсем ял чиккинче пушă выртакан çĕрсем çуккипе сăлтавлаççĕ. Хальлĕхе çĕр илес текенсен списокĕнче – нумай ачаллă 17 çемье.
Правительство председателĕ, "Единая Россия" политика партийĕн лидерĕ В.Путин ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче парти членĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу вĕрентÿ сферине çĕнетесси çинчен пынă. Модернизацин тĕп кăтартăвĕсенчен пĕрне учительсен ĕç укçине ÿстернипе лайăхлатма сĕннĕ премьер. Шкулсенчи педагогсен шалăвĕ регионсенчи вăтам ĕç укçипе танлашмалла. Çакă сахалтан та 30 процент пысăклатмаллине пĕлтерет. Правительство председателĕ Президиум ларăвĕнче учительсен ĕç укçине ÿстерме хушни кăçалхи иккĕмĕш кварталта пурнăçа кĕме пуçлĕ. Çывăх вăхăтрах Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствинче Координаци канашĕ тата ĕç ушкăнĕ йĕркелеççĕ, хушăва пурнăçламалли графика çирĕплетеççĕ.
Тавралăх юртан тасалнă тапхăрта кăмăла пăсакан ÿкерчĕксем те сиксе тухаççĕ. Унта та кунта, уйрăмах урамсенче, çул хĕррисенче, çырмасенче, çуп-çап куписем çурхи илеме начар енĕпе урăхлатаççĕ. Ку енĕпе чылай çĕрте субботниксем ирттерме тытăнчĕç те ĕнтĕ. "Хучел" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи В.Александров хăйне мĕн пăшăрхантарнине тĕл пулăва килнисем патне çитерчĕ. Хулан çÿп-çап тăкмалли лаптăкĕ Хучел ялĕнчен инçех вырнаçман. Хăш-пĕр водительсен тимсĕрлĕхне, чунсăрлăхне пула çул тăршшĕпех кузовран хытă хутран, пластикран тунă япаласем вĕçе-вĕçе юлаççĕ. Çуркунне вара вĕсене тĕш тырă çитĕнтерекен хирсенче сапаланса выртнине курма пулать. Çывăхри çырмасем те тĕрлĕ каяшпа тулаççĕ. Уйрăмах кĕленче, пластик савăтсем нумай. Тĕрлĕ тĕслĕ металл йышăнакан пунктсем тем чухлех. Кĕленче-кантăк йышăнаканни вара ниçта та çук. Питĕ кирлĕ кун пек пункт. Хучел тăрăхĕнче пурăнакансене Микушка ялĕ çывăхĕнчи пĕве шăпи хытах канăçсăрлантарать. Вăл çурхи шывпа татăлса каяс хăрушлăх пур. Ку вара ялсене çыхăнтаракан шоссене сиенлеме пултарать. Инкекĕ кăçал айăккипе иртсе кайĕ-ха, килес çул вара... Çак ыйтăва вăраха ярас мар текен шухăша палăртрĕ Владимир Георгиевич хăйĕн сăмахĕнче. Пĕвери шыва пĕр шайра тытса тăма пăрăх вырнаçтармалла унта.
Шкул çурчĕн тăрри шыв антарни çинчен кашни тĕл пулурах хускатаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Анчах та ăна юсас ыйтăва хăçан татса парасси паллă мар. Шкул директорĕ Л.Ильина юсав ĕçĕсене пуçăнма укçа уйăрса парасса иртнĕ çул çумăр пуласса кĕтнĕ пекех кĕтни çинчен пĕлтерчĕ.
Паллах, хальхи вăхăтра çурхи ĕçсене мĕнле хатĕрленнипе çыхăннă ыйтусем айккине юлмаççĕ. Информушкăн ертÿçи А.Никоноров районти хуçалăхсем çур акине мĕнле ирттерме палăртни çинче чарăнса тăчĕ. В.Александров хăй ертсе пыракан хуçалăх тырă акма хатĕрленсе çитнине пĕлтерчĕ. Ăна сĕт хакне чакарса ял çыннине кÿрентерни пăшăрхантарать. Кун пекех йÿнелсе пырсан тупăш вырăнне тăкакне çеç курăн. Фермăра ĕçлекенсем пурте тенĕ пекех пенси çулĕнчисем. Çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ, хура ĕçре тар кăларасшăн мар вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçне çăмăллатма, механизацилеме вара пысăк укçа кирлĕ. Владимир Георгиевич йывăрлăхсене пăхмасăр усă куракан çĕрсен лаптăкне тата 300 гектар чухлĕ пысăклатас шутлă.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти АЭСра авари пулнăранпа 25 çул çитет. Ăна пĕтернĕ çĕре хутшăннисенчен 13-шĕ пирĕн районтан. Катастрофа пулнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине асра тытса ирттермелли мероприятисен планне хатĕрленĕ. Унпа паянхи тĕл пулăва пынисене те паллаштарчĕç.
Информушкăн членĕсем шкулти вĕренÿ кабинечĕсемпе, спорт залĕпе, столовăйпа, шкул çулне çитменнисен пÿлĕмĕпе паллашрĕç. "Кун пек шкулăн маччисем çумăр шывĕ юхса аннипе сарăхмалла мар!" – терĕç вĕсем.
В.АЧЧА.