АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыш чакать

20 апреля 2011 г.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри перепись кăтартăвĕсем тăрăх тĕпчевçĕсем хăйне евĕр пĕтĕмлетÿ тунă: Кавказпа Вăтам Ази тăрăхĕнчи халăх йышĕ ÿсет, вĕсем пысăк хуласене ытларах куçса пыраççĕ.

2002-2010 çулсенче пирĕн çĕршыври халăх йышĕ 1,6 проц. чакнă – 142,9 млн таран, урăхла каласан 8 çул хушшинче Раççей çыннисем 2,2 млн чухлĕ сахалланнă. Малалла та çакнашкал "ÿсĕмпех" кайсан 2020 çул тĕлне пирĕн йыш тата 5 млн чакать. Тепĕр 50 çултан вара 131 миллион чухлĕ кăна юлăпăр.

"Çитес 5-7 çулта çын вилессипе çураласси шайлашăвне хальхи пек сыхласа хăварсан та тем пекехчĕ", – тет Социаллă тытăмсен институчĕн директор çумĕ Дмитрий Бадовский.

Раççейри Тĕп тата Çурçĕр Кавказ федераци округĕсем çеç 2002 çултанпа хăйсен йышне хушнă (1,2 проц. тата 6,3 проц.) Анчах та социологсем çĕршывăн тĕп хушăмне миграци аталанăвĕпе çыхăнтараççĕ. Цифрăсем те çакна çирĕплетеççĕ: ытларах Мускаври (10 проц.) халăх йышланнă.

Чечен Республикипе Дагестан вара халăх йышне хăйсен вăйĕпех ÿстернĕ: 15 процент таран. Сăмах май, Çурçĕр Кавказра пурăнакансем мĕн авалтан йăх-тăсăм ыйтăвне пысăка хунă, ку тĕлĕшпе Раççейрен яланах малта пынă.

Тĕпчевçĕсен шучĕпе славян халăх ушкăнĕсемпе чăваш, финн-угор йышши халăхсем чакса пыраççĕ. Узбексен, киргизсен, таджиксен тÿпи вара ÿсет. Азербайджансемпе армянсен йышĕ те хушăнать. Çавна май Раççее пĕтĕм çĕртен пысăк квалификациллĕ специалистсем килсе тулĕç.

Раççей çыннисен йышĕ ан чактăр тесен çĕршыва аслă пĕлÿллĕ те ăста специалистсемшĕн илĕртÿллĕрех тумалла, вĕсемех халăх йышне ÿстерме пулăшĕç. Унсăр пуçне вăхăт çитмесĕрех вилекенсен йышне чакармалла, уйрăмах арçынсенне. "Пирĕн çĕршывра этем ĕмĕрне кĕскетекен сиенлĕ йăла нумай: наркотикпе тата алкогольпе иртĕхесси, табак туртасси питĕ анлă сарăлнă", – ăнлантарать Бадовский. Çапах та ун шучĕпе ырă улшăнусем валли сахалтан та 5-7 çул кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика