20 апреля 2011 г.
Ĕлĕк вун тăваттă çапсан, ку ĕнтĕ апрелĕн 14-мĕшĕ пулнă, пăр тапраннă, хăш-хăш çулсенче çак кун çĕр ĕçченĕ акана тухнă теççĕ. Кăçал вара апла та, капла та мар. Юхан шывсенче пăр та каймасть, ниçта хума май çук нумай курăнакан юр та сисĕнмесĕр, шыв-шур кăлармасăр ирĕлет, çĕре сăрхăнать. Çур аки ĕç çыннишĕн – чăн-чăн экзамен. Кăçал ял хуçалăх предпрятийĕсен ертÿçисем, иртнĕ çулхи уроксем хыççăн, çур акине май килнĕ таран иртерех те кĕске вăхăтра туса ирттерме тĕв тăваççĕ. Ир тăракан çерçи тутă пулнă текен каларăш çакна çирĕплетет çав. Ара пĕлтĕр тыр-пула, пахча çимĕçе кам иртерех акнă-лартнă, çавсем тухăç туса илнĕ.
Унччен вара, уйсем юртан тасалса çĕр пиçсе çитиччен, вăрлăхсене им-çамласа, техника хатĕрĕсене юсаса çитерме вăхăт пур. Йывăр çулталăк хыççăн çур акине тивĕçлĕ шайра ирттерме вăй çитерĕпĕр-ши; Яваплă тапхăр умĕн çуллен ирттерекен семинар канашлу хуçалăхсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисене, тĕп агрономсемпе инженерсене Киров ячĕллĕ хуçалăха пуçтарчĕ. Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма пирĕн района ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев килчĕ. Кун йĕркипе райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров паллаштарчĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн ертÿçи В.Софронов, Киров ячĕллĕ хуçалăх председателĕ Н.Андреев хутшăнчĕç.
Киров ячĕллĕ хуçалăхра механизаторсем шанса панă техникăна уя тухма хатĕрлесе çитернĕ. Сеялкăсем, çĕр ĕç агрегачĕсем, тракторсем çур аки ирттерме хатĕр. Топливо, вăрлăх çителĕклĕ янтăланă. Çĕре сухаласа кăпкалатмалли темиçе çĕнĕ агрегат туяннă. Техникăна çур акине мĕнле хатĕрленипе хуçалăхăн тĕп инженерĕ В.Милюков туллин паллаштарчĕ. Вăл кашни агрегат çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Тырă складĕнче ĕçлекенсем вăрлăха им-çамлаççĕ. Николай Андреев ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, хĕрÿ тапхăра хутшăнакансене ĕç условийĕсемпе паллаштарнă. Тăрăшса ĕçлекенсем, плана тултаракансем кунне икĕ хут тÿлевсĕр апатланаççĕ. Шалу та пĕчĕк мар, ăна вăхăтра тÿлеççĕ. Унсăр пуçне тырă, улăм параççĕ. Киров хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе, техникипе паллашнă хыççăн ертÿçĕсемпе специалистсем правленин ларусем ирттермелли залне пуçтарăнчĕç.
АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров районăн çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе паллаштарчĕ. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене 8077 гектар (пĕлтĕр 7243 га пулнă) акмалла, çĕр улмине 550 га, çав шутра фермер хуçалăхĕсем 148 га, пахча çимĕçе 33,6 га лартмалла, выльăх апачлĕх культурăсем 10506 гектар йышăнмалла. Малтан палăртнă тăрăх, районти хуçалăхсен 40812 га çинче çурхи ака ĕçĕсем тумалла. Ăна валли 1994 тонна çурхи культурăсен вăрлăхĕ кирлĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне тĕрĕслеве панă вăрлăхсен 79,4 проценчĕ кондицие ларнă. 2155 тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, çакăнтан 1712 тонни кондициллĕ. 3906 тонна вăрлăх çÿпĕллĕ пулнипе пахалăх шайне çитеймен.
Пысăк тухăç илес тесен пахалăхлă вăрлăх кирлĕ. "Массăллă репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курма пăрахмалла. Вĕсем нимĕнле тухăç та памаççĕ. Паян элита тата супер элита вăрлăхпа усă курмалла", – терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев. Паянхи куна 207 тонна тыр-пул, 130 тонна çĕр улми, выльăх апачлĕх культурăн элита вăрлăхĕсене кÿрсе килнĕ. Элита вăрлăх туса илессине аталантарма уйăрса панă 1472,8 пин тенкĕпе хуçалăхсен туллин усă курмалла.
Вăрлăха им-çамласа акнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çапла туни тырра тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлет. Ăна акиччен пĕр-ик эрне е пĕр-ик сехет маларах та тума юрать. Канашлăва пуçтарăннисем кировецсем вăрлăх им-çамланине хăйсем те курчĕç. Кунта акмалли культурăсене кашни çул çĕнетсе пыраççĕ. "Агрорус" организаци ертÿçи В.Васильев каланă тăрăх, кăçалхи вăрлăхсем йывăр лару-тăрура: туллăн абсолютлă виçи 26 грамм (ытти çулсенче 39 г пулнă), урпан – 35-38 грамм. Çак виçерен пĕр гектар çине акмалли нормăна палăртмалла.
Çĕр пулăхлăхне ÿстерме минераллă удобрени те кирлĕ. 2011 çулта хуçалăхсене 2200 тонна удобрени кирлĕ пулсан хальлĕхе кирлин 40 процентне кăна кÿрсе килнĕ. "Янишево", "Весна", "Мотор", "Сормовский", "Пинер" ОООсен, "Мотор", "Вперед" ЯХПКсен удобрени пачах çук. Çурхи уй-хир ĕçĕсене районĕпе маларах палăртнă тăрăх 201 трактор, 99 культиватор, 107 сеялка хутшăнмалла. Патшалăх техсăнав инспекцийĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Петров машинăпа трактор паркĕсен техника енчен хатĕр пулассине лайăхлатмалли мерăсем, техника хатĕрĕсене техтĕрĕслев кăлармалли çинчен каларĕ. Хальлĕхе районта техтĕрĕслев Киров ячĕллĕ, "Победит", "Цивиль" хуçалăхсенче кăна çÿллĕ шайра иртнĕ. Ыттисенче кăлтăк, çитменлĕх нумай. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕ тата техника хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайра пулни, çур акине хутшăнакансен медосмотр тухмалли пирки каларĕ. Кирек мĕнле организаципе предприятире те ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕ – çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕ малти вырăнта тăмалла. Çур акине хутшăнакансен медосмотр тухмалла. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ хуçалăхра питĕ тимлĕ ĕçлеççĕ, вĕсен механизаторсем, вăрлăх хатĕрлекенсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. "Чувашия-Поддержка" страховани компанийĕн представителĕ Э.Григорьева ял хуçалăх культурисен тухăçне страхламалли, Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн пай пуçлăхĕ В.Ижендеев, Раççей Ял хуçалăх банкĕн Канашри хушма офисĕн управляющийĕ Т.Волков ял хуçалăхне, уйрăм хушма хуçалăха аталантарма паракан кредит пулăшăвне илмелли йĕркесемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех семинар-канашлура тĕрлĕ фирма, пĕрлешÿ, организаци представителĕсем таварсем, нефть продукчĕсем, саппас пайсем, пулăшусем сĕнчĕç.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Кăçал Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ хушшинче тунă килĕшĕве пурнăçласа 30 пин тоннăран кая мар тĕш тырă, 40 пин тонна çĕр улми туса илмелле. Çакна пурнăçлас тесен усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессине, çĕнĕ технологисемпе тĕллевлĕ усă курассине, инвесторсемпе ĕçлессине, вăрлăхсене çĕнетсе пырассине лайăхлатмалла. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсене май пур таран маларах çителĕклĕ туянса хумалла. Çĕр ĕçĕ йывăр, вăл нихăçан та çăмăл пулман, анчах тăрăшни çитĕнÿ кÿрет, тухăç тата тупăш илме пулăшать. Çанталăк та çĕр ĕçченĕ майлă пултăрччĕ кăçал.
И.ВЛАДИМИРОВА.