20 апреля 2011 г.
Ĕçке ярăннă çын ирхине куçне уçнă уçманах кĕленче тĕпне юлман-ши тесе тĕрĕслет. Йĕркеллĕ çын тула тухса кĕрет, ку вара мухмăр чĕртмелли шырама пикенет. Ун пеккисем ăш çуннине лăплантарас тесе усал ĕç тума та хатĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ преступленисен пысăк пайне ÿсĕрле тăваççĕ.
Хамăр районти пĕр ялта пурăнакан Александровпа тата Егоровпа (хушамачĕсене улăштарнă) та çапла пулса тухнă. Çаксем пĕр ял çыннин картишĕнче прицеп кăкарнă 25 пин тенкĕ тăракан мотоблока асăрханă. Хуçи (чăн хушаматне Мышкин тесе урăхлатнă) патне пырса катаччи чупас кăмăллă пулни çинчен пĕлтернĕ, лешĕ ирĕк панипе агрегата тапратнă. Мышкин хăйĕн ĕçепе урăх çĕре кайсанах Александровпа Егоров мотоблок çине ларса ялтан тухса шунă. Ăна вĕсем темле çынна 3 пин тенкĕлле сутса янă.
Судра Александровпа Егоров тĕрĕссине каласа пама килĕшмен. Ĕçе тĕплĕн тишкерсе тухса иккĕшне те 10-шар пин тенкĕ штраф панă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.