АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пахчана икĕ хутчен кĕнĕ

20 апреля 2011 г.

Хура кĕрĕн пĕр кунĕнче Самсонов (хушаматне улăштарнă) инçех мар ларакан коллективлă сад тавра çаврăнса çÿреме шут тытнă. Кунĕ хĕвеллĕ, кăмăлсем аван. Кун пек чухне йĕркеллĕ çын пуçĕнче ырă ĕç тăвас шухăш çуралать, çак çыннăн вара тÿнтерле пулса тухнă: ют тупрапа пуяс туртăм вăраннă унăн хытнă чĕринче. Сад участокĕсенчен пĕринче вăл шыв тытмалли пысăк савăта асăрханă. Усал шухăшне пурнăçлас тĕллевпе чылайранпа пĕлекен Павловпа (хушаматне урăхлатнă) тĕл пулма васканă. Самсонов унран тахçан 2,5 пин тенкĕ кивçен илнĕ пулнă. Парăма татас шутлине пĕлтернĕ. Тимĕр савăта тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта пама Павловран паспортне ыйтнă. Документсăр унта санпа никам та калаçмасть иккен. Пĕлĕшĕ унăн кăмăлне тивĕçтерме хаваспах килĕшнĕ.

Самсонов машина çÿретекен Антонов (хушаматне улăштарнă) патне шăнкăравланă, дачăри тимĕр савăтне тиесе тухмашкăн пулăшма ыйтнă. Лешĕ, паллах, ултава сисмен. Пĕрер сехетрен пысăк савăт Самсонов хушнă çĕре çитсе выртнă.

Темиçе кунтан вăлах çав пахчаранах 10 пин тенкĕ тăракан шыв тытмалли шăнăçулăха тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта Павловпа Антонов пулăшнипе леçсе укçаллă пулса тăнă.

Судра Самсонов айăпне пĕтĕмпех йышăннă, ÿкĕннĕ, преступление пăхса тухмасăрах приговор йышăнма ирĕк панă. Ăна 2,5 çула ĕçлесе юсанмалли çирĕп режимлă колоние ямалла тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика