АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алри укçана вĕçертесшĕн пулман

20 апреля 2011 г.

Виçĕм çулхи ака уйăхĕнче Ахметовпа Антонова (хушамачĕсене улăштарнă) хваттерпе суту-илÿ тума килĕшÿ тунă. Çав килĕшÿпе Антонова хăйĕн хваттерне сутма шантарнă. Çав кунах Ахметов 650 пин тенкĕ панă, çакна вăл хут çине çыртарса çирĕплетнĕ. Антонова кирлĕ документсене кĕске вăхăтра хатĕрлеме сăмах панă. Ĕнентерÿ хутне нотариус патĕнче вăя кĕртнĕ. Тем сăлтава пула Антонова çав хутсене каялла тавăрнă, çавăнпа та хваттер докуменчĕсене хатĕрлесси чарăнса ларнă. Панă укçана тавăрса пама килĕшменнине кура Ахметов ăна суда чĕнтернĕ, çавăн пекех шырав хутне тăратнишĕн тÿленĕ патшалăх пошлинин суммине те унран илме тавăç тăратнă.

Явап тытакан Антонова 650 пин тенке тавăрса пама тăратнă тавăçпа килĕшменнине пĕлтернĕ. Çакна вăл акă мĕнле ăнлантарса панă. Ун патне Данилов (хушаматне улăштарнă) шăнкăравланă. Вăл унăн ывăлĕ ют машинăна хăваласа кайса авари туни çинчен пĕлтернĕ. Автомобиле ватнăшăн хваттер сутса татăлма сĕннĕ. Çав кунах ывăлĕ кĕсье телефонĕпе шăнкăрав янă, ÿкĕтлесе тенĕ пек хăйне пулăшма ыйтнă. Антонова хваттерĕпе сыв пуллашма килĕшмен. Темиçе кунтан ывăлĕ Даниловпа тата Ахметовпа пĕрле килнĕ. Ахметов уголовлă ĕç пуçарттарассипе хăратнă, енчен те автомашинăшăн тÿлесен çак ĕçе чарса лартма шантарнă. Антонова укçа илни çинчен расписка çырса панă. Унпа пĕрле нотариус патне кайса хваттерне сутма шанăç хучĕ хатĕрленĕ. Каярахпа вăл çав доверенноçа пăрахăçланă. Ахметов ун патне пырса 650 пин тенке икĕ хут ÿстерсе илме суда парассипе хăратнă. Каллех доверенность çырнă. Ывăлне тĕрмене хупни çинчен пĕлсен сăмахне каялла илнĕ.

Суд çак ĕçе тĕплĕн тишкерсе тухса тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Антонован Ахметова 650 пин тенке тавăрса памалла. Кунсăр пуçне унăн тавăç тăратакан патшалăх пошлини тÿлесе тăкакланă 9700 тенке саплаштарма тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика