20 апреля 2011 г.
Патриотизм, гражданлăх, историе, çынсене хисеплес туйăм никĕсĕсем ача чухне çирĕпленеççĕ. Шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Ачча ялĕнчи библиотека. Раççей культурине, кун-çулне нумайрах пĕлме пулăшас тĕллевпе "Раççей историйĕн патшалăх символĕсем", "Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсем", "Раççейĕн тĕнче уçлăхне тĕпчессинчи вырăнĕ", "Воин-интернационалистсем", "Ачча çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче", "Вăрçă фотоÿкерчĕкĕсем" тата ытти темăпа тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.
Паттăрлăх урокĕсем те тăтăшах иртеççĕ. "Юрий Гагарин – тĕнчен пĕрремĕш космонавчĕ", "Антон Петрович Петров – Совет Союзĕн Геройĕ", Федерацин хăрушсăрлăх службин подполковникне Р.Н.Желудкина халалланă "Унăн юлашки дозорĕ" каçсем чылайлăха асра юлмалла иртрĕç. Вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăка тирпейлесе тăни, ветерансене, тыл ĕçченĕсене волонтерла пулăшу пани, ял урамĕсене тирпей-илем кĕртни – сăваплă та ырă ĕç. Вулав залĕнче çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен, Аслă Çĕн-терÿ, Республика кунĕсен тата ытти пысăк уявсен ячĕпе йĕркеленĕ кĕнеке куравĕсемпе ял çыннисем интересленсе паллашаççĕ.
Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, библиотекарь.