20 апреля 2011 г.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра космонавтсемшĕн, летчиксемшĕн, конструкторсемшĕн пысăк уяв пулчĕ. Çак кун 1961 çулта пуçласа çын космоса вĕçнĕ.
Чакаç вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче Л.Петрова класс ертÿçи, А.Долгова, Р.Степанова вĕрентекенсем йĕркеленипе "Çăлтăрсем патне хывнă çул" ятпа мероприяти иртрĕ. Ачасем учительсем пулăшнипе "Пирĕн ентешсем – космонавтсем", "Çăлтăрсем патне хывнă çул" презентацисем хатĕрленĕ. Ачасем космонавтика аталанăвĕн историйĕпе, çак сферăри наукăпа техника çĕнĕлĕхĕсемпе, Чăваш ен космонавчĕсемпе паллашрĕç.
Канашри краеведени музейĕн ĕçченĕ Т.Михайлова "Пирĕн ентеш А.Г.Николаев" ятлă интереслĕ презентаци хатĕрлесе килнĕ. Вăл ачасене Андриян Григорьевичăн биографине каласа пачĕ. Унтан ачасем "Космос олимпиадинче" хăйсен тавра курăмне тĕрĕслерĕç. Геннадий Петров çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
А.ДОЛГОВА.