20 апреля 2011 г.
Çеçпĕлти ветерансен çуртĕнче Çурхи ырăлăх эрнине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова, "Сеспельское" хуçалăх ертÿçи В.Жуков пухăннисене çуркунне çитнĕ ятпа саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç, ветерансен çуртĕнче пурăнакан ватăсене асăнмалăх парнесем пачĕç. "Керамика-1" ОООн генеральнăй директорĕ Ф.Цветова та ветерансене кашнинех парне парса хавхалантарчĕ.
Ырăлăх эрни çуркуннепе пĕр килнĕ май çынсен чун-чĕрийĕсенче ăшăлăх, ырăлăх, çепĕçлĕх хуçаланмалла. Çак акци пĕр эрнелĕх мероприяти кăна пулмалла мар. Вăл халăхăн хастарлăхне, яваплăхне ÿстерме тивĕç. Пархатарлă ĕçĕн пĕр кунпа çеç вĕçленмелле мар, çумри юлташа, тăвана, ватă çынна кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр пулмалла.
Акци вăхăтĕнче нумай усăллă ĕç пурнăçламалла: культурăпа истори палăкĕсене йĕркене кĕртмелле, вĕренÿ учрежденийĕсенче ырăлăх кунĕсемпе урокĕсем, семинарсем, форумсем, тренингсем йĕркелемелле, концертсем, спектакльсем лартмалла. Ырăлăх эрни уçăлнине палăртса Çеçпĕлти культура çурчĕн ĕçченĕсем пĕчĕк концерт кăтартрĕç.
И.МИРОВА.