АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕршенерти тимуровецсем

20 апреля 2011 г.

"Çулла çуна хатĕрле, хĕлле - урапа", - тенĕрен çитес хĕл валли халех вутă-шанкă янтăлас терĕм. Халĕ таçта райплан тăрăх 6 кубла метршăн наряд çыртарса лесникне темиçе кун шыраса вăхăт ирттерес самана иртсе кайрĕ пулас. Телефонпа кăна шăнкăравла: сана ăмăртмаллах пĕр метр тăршшĕ татнине те, татса çурнине те наччасах киле килсе параççĕ - тинке тухиччен трактор е автомашина шыраса хăшкăлас çук.

Ирхине кăна шăнкăравларăм - кăнтăрла тĕлне пĕр машина çурнă вутă тиесе килсе хапха умне пушатрĕç те. Вуттине илсе килчĕç-ха, анчах ăна картишне мĕнле йăтмалла;

- Ан кулянăр, - терĕ Пĕршенер ялĕнчи клубра тăрăшакан Елена Алексеева, - халĕ шăпах çуркуннехи "Çурхи ырăлăх эрни" пырать, эпир тимуровецсемпе ватă çынсене пулăшма çÿретпĕр. Сире ку вутта çитес вырсарни кун наччасрах йăтса парăпăр.

Иртнĕ вырсарни кун ир-ирех çумăр çума пуçларĕ. Кăнтăрла иртсен çанталăк йĕркене кĕчĕ пулас: çумăр чарăнчĕ. Часах ман пата ачасем кĕпĕрленсе килчĕç: вуннăн! Вĕсен хушшинче пилĕк çулти Никита та пур!

Пуçланчĕ вара ĕç - ăмăртмалла йăтаççĕ пуленккесене тимуровецсем!

- Сирĕн наçилкка çук-и; - чупса пычĕç ман пата Вăрăмпуçĕнчи шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Кристина Тихоновăпа 6-мĕш класа çÿрекен Юлия Алексеева, - унпа йăтма çăмăлрах.

Хĕрачасене кура 7-мĕш класа çÿрекен Захаров Сашукпа Николаев Вадим та наçилккапа йăтма пуçларĕç.

– Сашук, вĕçĕмсĕр ан такăн-ха, - хушăран тĕрткелесе те илет юлташне Вадим.

- Ура шăвать, - хуравлать тусне Сашук.

Урамран йăтнă вутта шаршана Аленăпа иксĕмĕр купалатпăр пулин те, купи ÿссех пырать. Пире пулăшма кÿршĕри час-часах хĕрĕнкĕ çÿрекен Марье аппа та çитрĕ. Ĕçлеме пуçланă-пуçламан вăл латсăр такмаксем калама пуçларĕ.

– Марье аппа, хупăр-ха çăварăрна, намăс сăмахсене илтес килмест, - терĕ икĕ пуленкке йăтса килнĕ Никита пĕр чарăнмасăр юрлакан хĕрарăма.

Çапла утса-чупса, савăнса-кулса тимуровецсем урамра выртакан вутта пĕр сехет çурăра сарайне йăтса та пĕтерчĕç. Тин кăна урамра выртнă 7 кубла метр вутă сарайне шаршана вырнаçрĕ те.

- Марье аппа, вуттуна хăвăртрах çуртар, вара сана пулăшма пыратпăр! - харсăрланаççĕ ачасем.

Çамрăксене кашнинех ятран асăнса ырă ĕç тунăшăн чĕререн тав тăвас килет.

Акă вĕсем: пиллĕкри Алексеев Никита, 3-мĕш класа çÿрекен Захарова Марийăпа Яковлева Селеста, 4-мĕш класра вĕренекен Васильев Роман, 5-мĕш класс ачи Елизаров Стасик, 6-мĕш класа çÿрекен Яковлев Саша. Сашук Захаровпа Вадим Николаева, Тихонова Кристинăпа Алексеева Юльăна эпĕ маларах асăннăччĕ. Тата Пĕршенерти клуб администраторне Елена Николаевна Алексеевăна çак пархатарлă ĕçе тивĕçлĕ йĕркеленĕшĕн малашне те ĕçре ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунасшăн.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика