20 апреля 2011 г.
Катек вăтам шкулĕнчи çамрăк космонавтсен отрядне 2006 çултанпа А.Васильева вожатăй ертсе пырать. Çи-тĕнĕвĕ сахал мар. Нумаях пулмасть Алевтина Юрьевна ертсе пынипе отрядăн активлă членĕсем М.Чувайкин, С.Иванова, А.Гаврилова, А.Федоренко тата Н.Корытникова республикăри çамрăк космонавтсен отрячĕсен çиччĕмĕш слечĕн ĕçне хутшăннă. Вăл Сĕн-тĕрвăрри хулинче "Пире космос инçешĕсем чĕнеççĕ" ятпа иртнĕ.
Слет Шуршăл ялĕнче митингпа пуçланнă. Ачасем умĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов тата республикăн яваплă çыннисем сăмах каланă. Çамрăк космонавтсем А.Г.Николаев летчик-космонавт вил тăприйĕ çине чечексем хунă.
Малалла уяв Сĕнтĕрвăрринчи культура çуртĕнче тăсăлнă. Кунта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче палăрнă отрядсене, Раççей космонавтикин кунне халалласа ирттернĕ уйăхлăхра çĕнтернисене наградăсем парса хавхалантарнă. Мала тухнисем хушшинче катексем те пур. Шкулти çамрăк космонавтсен "Земляне" отрячĕ республикăн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин иккĕмĕш степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.