20 апреля 2011 г.
Район администрацийĕнче салтака кайма ят тухнă çамрăксемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе тата специалисчĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Канаш хулипе район прокурорĕ Яков Сергеев тата Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ Юрий Барышов хутшăнчĕç.
– Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – кашни ар-çыннăн таса тивĕçĕ пулмалла. Çавăнпах-тăр ĕлĕкрех салтакра пулман арçынна халăхра хисеплемен, унпа хĕрсем те калаçман. Кам салтакра пулман, вăл пурнăç курман тесе ахальтен каламан пулĕ. Çар арçынна пиçĕхтерет, çирĕплетет, пурнăç çине урăхла пăхма вĕрентет, – терĕ Владислав Васильевич тĕл пулăва уçнă май. Хăй вăл Польшăра хĕсметре тăнă.
Паян салтака каяссинчен пăрăнакансенчен аслă ÿсĕмрисем тĕлĕнеççĕ, мĕншĕн тесен салтакра пĕр çул çеç пулмалла, службăри салтакшăн шăмат кунпа вырсарни кун – кану кунĕсем. Вĕсем территори тасатма тухмаççĕ, наряда çÿремеççĕ, малтанхи вăхăтра столовăйĕнче салтаксем апат хатĕрленĕ пулсан, халĕ ятарлă поварсем пĕçереççĕ. Унсăр пуçне кăнтăр апачĕ хыççăн "тихий час" текен вăхăт та пур. Салтак килтисемпе, паллах, савнийĕпе те, кĕсье телефонĕпе калаçма пултараять. 10-15 çул каялла кăна-ха кун пекки çинчен ĕмĕтленме те пултарайман.
Юрий Витальевич призывниксемпе ашшĕ-амăшне çарти пурнăç условийĕпе, йĕркесемпе, правилăсемпе, требованисемпе кĕскен паллаштарчĕ. Ял ачисем хулара çитĕннĕ яш-кĕрĕмпе танлаштарсан сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпрех, çара каяс кăмăлĕ пысăк пулнине каларĕ. Шел те, призывниксен йышĕнче хавшак сывлăхлисем çулран çул нумайланса пынине палăртрĕ. Районти призыв медкомиссийĕ палăртайман кăлтăксене республика комиссийĕ тупать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕн, пурте теместĕп, ывăлне салтака ярас килмест. Унта хĕнеççĕ, сусăр тăваççĕ тата ытти те. Анчах та çак киревсĕрлĕх çарта çуралман, вăл унта лекнĕ. Ăçтан лекнĕ; Чи малтан, çемьерен. Çамрăк çын çемьере, шкулта, урамра мĕнле воспитани илет – çак хăнăхусем пурте унпа пĕрле çара каяççĕ, вĕсене вăл унта кăтартать. Çак шухăша Ю.Барышов подполковник пи-итĕ лайăх уçса пачĕ. "Халĕ çамрăксене РФ Оборона министерствин шучĕпе ДОСААФăн Канашри автошкулне водителе (С, Д, Е категорисене) вĕренме ирĕксĕр яратпăр. Каччăсем вĕренме каясшăн мар. Вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле маррине те шутламаççĕ. Автошкулта вĕренекен хĕрсен йышĕ яшсенчен нумайрах. Çара каяссинчен пăрăнса юлас тĕллевпе кăна аслă шкулсене кĕрекенсем те пур. Кун пек тĕллевĕн усси пĕчĕк", – терĕ вăл. Салтакра пулнă çын тĕнче курать. Калăпăр, каччăн хĕсмечĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнче е Тинĕс çарĕн пĕр-пĕр флотĕнче иртет. Салтака кайман тăк вăл çав вырăнсенче хăçан та пулин пулса кураятчĕ-ши; Иккĕленÿллĕ.
Хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев çара каяссинчен тарса çÿрекенсене уголовнăй кодексăн статйипе явап тыттарни çинчен каларĕ. Уголовлă айăплав пĕрре çеç пулнă пулин те вăл çав çыннăн информаци блокĕнче 80 çул тăрать. Çакă вара çамрăксене малашлăхра вăйлах ура хума пултарать. Çавăнпа та сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăк çук каччăн Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçламаллах ман шутпа. Кун пек хушу пама ман ирĕк çук-ха, анчах та эпĕ салтакра пулнă арçынсене (ан тив, вăл паян, тен, ĕçкĕçе те тухса кайнă-и, анчах хăй вăхăтĕнче çĕршыва кирлĕ пулнă) хисеплетĕп; вăрçă çинчен ÿкернĕ, Афганистанри, Чечняри çапăçусене сăнлакан киносене пăхма питĕ юрататăп; салтакра пулнă çынсен аса илĕвĕсене каçса кайса итлетĕп. Çавăнпа та хальхи çамрăксене те аслă ÿсĕмрисем пек салтакран патвар, сарлака хул-çурăмлă, хăюллă пулса таврăнтарас килет.
И.ВЛАДИМИРОВА.