АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂВĂСЕН ÇЫХХИ

15 апреля 2011 г.

Çурхи йĕркесем

Çуркуннен ытарайми

илемĕ

Тыткăна илет ман чĕрене.

Виçĕм çул санпа юрланă

çемĕ

Иртенпех паян таçта

чĕнет.

Шăнкăрчсем юрлаççĕ

çепĕç юрă,

Йăпатасшăн манăн

чунăма.

Эп пĕлетĕп: килес çук

эс урăх,

Айăплатăп пĕр хама

кăна...

х х х

Хĕвел кулать, ав, тÿпере,

Чĕнет мана вăл хăй

патне.

Юратнă çĕрĕн илемне

Курасчĕ ман çÿлтен

пĕрре.

Тен, курмăп çĕрĕн

илемне,

Тен, курăп унăн суранне...

Амантăп хамăн чĕреме...

х х х

Астăватни, тусăм,

Çурхи ăш каçа;

Сан çумра эп уççăн

Тăтăм калаçса.

Темшĕн ăнланмарăн

Эс ун чух мана –

Шÿтпе танлаштартăн

Ман сăмахăма.

х х х

Эп чунтан юрататăп Çĕре,

Хирсене, уйсене, ялсене.

Юрататăп хĕвеллĕ ирпе

Кайăксен сассине итлеме.

Юратсан – ĕçлеме те аван,

Кăмăл лайăх, пурнассăм

килет.

Юратсан – пурте çывăх

тăван,

Çынсене ыр тăвассăм

килет.

х х х

Çурхи кун утатăп урампа,

Пĕччен мар, савниçĕм,

эп – санпа.

Сар хĕвелĕ куç

хĕсет пире,

Хыттăн-хыттăн ман тапать

чĕре.

Ăшă çилĕ чуптăвать

питрен,

Пулас марччĕ нихăçан

пĕччен.

Савнă мăшăр юнашар

пулсан,

Чĕререн мана вăл

юратсан –

Эпĕ пулăп яланах чипер,

Çĕрмĕ пирĕн хушăри

кĕпер.

х х х

Çак ăшă кунсене

Ватă-вĕтĕ кăмăллать,

Ырă туйăм чĕрене

Вăрттăн-вăрттăн

чуптăвать...

Инна ЕГОРОВА.

Сăвăç композитор шырать

Туй шавлать, туй

кĕрлет ют çуртра,

Савăнса çаврăнан

эс вальсра.

Чи телейлĕ ик çын

туйĕнче

Эп тăратăп пĕччен

айккинче.

Хушса юрлама.

Чун савни, улталарăн

мана,

Эп пĕрех ылханмастăп

сана.

Паллă мар, паллă

мар-ха паян

Хăшĕ пулĕ телейлĕ

кайран.

Мăшăрун туй кĕпи пит

кăра,

Эп туя пăсасран

ан хăра.

Кĕрес çук эпĕ сирĕн

хушша

Юрату çунтарсан та

ăша.

Улталарĕ сана янтă

мул

Илĕртсе ют çуртри

пурлăхпа.

Пур пĕрех асăмра

эсĕ юл

Пирвайхи чи таса

туйăмпа.

х х х

Йăлтах каçаратăп

Хитре хĕрсене...

Христос та каçарнă

Пике çылăхне.

Пике йăнăшсан та,

Кĕрсен çылăха,

Ăна сут тумашкăн

Ан хăй нихăçан.

Çÿл Турă хайланă

Çап-çут илеме,

Ик куç пире панă

Пăхса киленме.

Йăлтах эс манатăн

Курсан пикене:

Туятăн хăватлă

Хавшак чĕрене.

Ватти те, яшши те

Илемĕн тарçи.

Илем тĕнчене

Çăлакан çăраççи.

Йăлтах каçаратăп

Хитре хĕрсене...

Мухтав – пуç таятăп –

Çап-çут Илеме.

Шевкен ГРИШШИ.

Анне – пурнăç

пуçламăшĕ пирĕн

Ма паян йăл кулать

сар хĕвел;

Ма паян пит илемлĕ

тĕпел;

Пысăк уяв сан, хаклă

аннем,

Ман та саншăн çунать

вут чĕрем.

"Анне" асамлă, хаклă

сăмах,

Илемлĕ, çепĕç вăл

яланах.

Пур чĕлхе те ăшă, йăваш,

Анне ялан ачашăн ачаш.

Чи ырă çын анне

çĕр çинче,

Виçесĕр юрату – чĕринче.

Ĕмĕрех пурăнать

чунăмра,

Ун умĕнче – ĕмĕр

парăмра.

Вăл пурнăç пуçламăшĕ

пирĕн,

Ĕçлет ывăнми каçăн-ирĕн.

Ăш пиллĕ анне – çывăх

ялан,

Чĕри – пуян, юратать

чунран.

Таня АГАКОВА,

Шуркасси шкулĕ,

9-мĕш класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика