15 апреля 2011 г.
Анăçри çĕршывсенче мăшăрлану килĕшĕвĕ тăвас йĕрке йăлана кĕнĕ. Пирĕн тăрăхра кун пекки сайра хутра çеç пулкалать-ха. Çавăн пек килĕшÿ çинчен аса илтĕм. Çыннисен ячĕсене улăштарас терĕм.
Юнашар ялта пурăнакан çак мăшăр пĕр-пĕрне тахçанах килĕштеретчĕ. Лена хÿхĕм хĕр, кăмăллă, ĕçчен. Гришăна та хурлама çук: пур енĕпе те килĕшÿллĕ, ĕçлеме те ÿркенмест. Анчах Гришăн тепĕр "савни" пур, çавăнтан, "эрех" ятлăскерĕнчен, ниепле те хăпаймасть.
Лена Гриша тепĕр "савнийĕнчен" уйрăлсанах пĕрлешме хирĕç мар. Каччă ĕçме пăрахатăп тесе тытăнкаласа тăрать-ха. Анчах тÿсме йывăр: урăлтаркăча та лексе пăхрĕ. Вăхăчĕ чупать малалла, çулĕсем те иртеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне качча парасшăн, каччине те килте васкатаççĕ. Кĕсье телефонĕпе çыхăнса тĕл пулма палăртрĕç. Татăклă йышăну тумаллах вĕсен: е пĕрлешмелле, е пĕр-пĕрне манмалла.
– Лена, чунăм! Çитес шăмат кун çураçма пырасшăн. Сăмах патăм, икĕ эрне ĕнтĕ пĕр черкке те ĕçмен. Ĕç санра çеç, Лена, килĕш ĕнтĕ, – тархаслать Гриша.
– Сăмахне пама ăста-ха эсĕ, анчах хăвна тытаймастăн-çке, шантаратăн, "çуттине" тĕл пулсан вара ман çинчен те манатăн. Тăхтаса пăхам-ха кăштах, хăвăн сăмахна тытни çирĕпленсен тин, Гриша...
– Шанмастăн апла. Тен, анăçрисем пек мăшăрлану килĕшĕвĕ çырăпăр; – тет Гриша.
– Эпĕ хирĕçлеместĕп. Анчах манăн условисемпе килĕшĕн-ши, вĕсем саншăн йывăр пулаççĕ, – палăртать савнийĕ.
– Сана çухатас килмест. Кала хăвăн условисене.
– Апла пулсан итле, Гриша, çакăн пек условисем манăн: пĕрремĕшĕ – ĕçме пăрахмалла: хăнана ялан пĕрле çÿремелле, унта та пĕр-икĕ черккерен ытла ĕçмелле мар; пĕрлешнĕ хыççăн пĕр уйăхран туртма пăрахмалла; эсĕ ĕçлесе илнĕ укçа та, манăн та пĕр кассăра, ман алăра пулмалла, перекет банкне те ман ятпа хумалла. Укçапа мĕн туянассине-тăвассине пĕрле çеç татса памалла. Çак условисем пурнăçа çирĕп кĕриччен пирĕн пепке çуратма тăхтамалла. Вĕсене тытайман пирки уйрăлма тивсен кĕсьери укçа та, банкри те ман пурлăх пулса юлаççĕ, ытти – çурмалла.
Условисем питĕ йывăр пулсан та Гриша хирĕçлемерĕ. Килĕшÿ çырса нотариус патĕнче çирĕплетрĕç.
Гришăн хăйĕн пĕр услови çеç пулнăччĕ: мăшăрлану килĕшĕвĕ çинчен ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те пĕлмелле мар. Çынсенчен намăс терĕ. Çак йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ.
Юрату хăвачĕ пысăк çав. Гриша килĕшÿ условийĕсене, питĕ йывăр пулсан та, тытма пултарчĕ. Халĕ ача кĕтеççĕ.
Лена та юратнă мăшăрĕ умне лартнă условисене çемçетрĕ: упăшки кĕсьере укçа çуккине туймасть, кашнинчех арăмран тархаслама кирлĕ мар. Пĕр сăмахпа, мăшăрлану килĕшĕвĕ пĕлтерĕшне çухатрĕ теме те пулать – çемье унсăрах телейлĕ.
Тен, çак тĕслĕх ытти çамрăка та пулăшĕ.
Рев.РУБИН.