15 апреля 2011 г.
Кĕмĕл толстянка ятпа палăрса тăрать асăннă ÿсен-тăран ăслăлăхра, халăхра вара ăна укçа йывăççи теççĕ. Китай ăсчахĕсен шухăшĕпе – вăл çыннăн килне нухрат туртать тата унăн хуçине тăнăçлăх парнелет. Юнтармăш мар пулин те ăна пăхса çитĕнтернĕ чух тимлĕх кирлĕ.
Аваллăх мулĕ
Тăнăçлăх тата пуянлăх кÿрекен чылай талисман пур. Çапах та вĕсенчен хăш-пĕрне кăна çитĕнтерме, юратса пăхма, ачашлама тата хамăршăн ĕçлеттерме пултаратпăр. Çынна телей парнелекен çакнашкал япаласенчен пĕри – кĕмĕл толстянка (crassula argentea). Ку ÿсен-тăрана пирĕн пата Китайран илсе килнĕ, унта вăл сĕм авалтанах пуянлăх палли шутланнă.
Ячĕ тĕрлĕ çĕрте хăйне май: поляксемшĕн вăл – телей йывăççи, словаксемпе чехсемшĕн – çемье е кил йывăççи, пирĕншĕн Китайри евĕрлех – укçа е вак укçа йывăççи. Çулçин форми чылайăшне вак укçана аса илтернĕрен çапла калама тытăннă пулинех. Апла-и, капла-и, çапах та ÿсен-тăран нухратпа савăнтарнине е çакна сивленине çиреплетнĕ тĕслĕх çук. Чечек ÿстерекенсем ăна çав-çавах юратаççĕ. Тен, хăйĕн асамлăх паллисемпе вăл сире те савăнтарĕ;
Хĕвеллĕ вырăна юратмасть
Тостянка – тиркевсĕр ÿсен-тăран, çапах хăйне лайăх пăхнине сивлемест: ăна хĕвеллĕ вырăнта тытма сĕнмеççĕ – çулçă хĕррисем хĕрелме тытăнаççĕ, çутă çитмен çĕрте вăл начар аталанать, япăх ÿсет, çулçисем пĕрĕнеççĕ. Суккулентлă ÿсен-тăранран чылайăшĕ пекех толстянкăна температура 8-12 градусран пĕчĕкрех пулсан хĕллехи кану кирлĕ. Енчен те укçа йывăççине шăрăх хваттерте хĕл каçаратăр тăк çулçă тăкнинчен тĕлĕнмелли çук – ÿсен-тăран шăрăхран аптрать. Хĕл кунĕсенче ăна шăвармаççĕ, температура ÿсес пулсан – сайра-хутра кăна, çуллахи вăхăтра – кирлĕ таран. Вăхăт иртнĕ май вăл йывăçлансах каять. Кун пек чух ăна тикĕслеме юрать: çаралса, вĕтелсе ватăлса кайнă туратсене иртмелле. Декоративлă форма кĕртме пулать. Чăннипех йывăç пек курăнтăр тесен тĕллĕн-тĕллĕн татса илме сĕнеççĕ: кун пек тусан вулли тĕрекленет.
Сăмах май, çакнашкал ĕненÿ те пур: толстянка çулçă тăксан финанс ыйтăвĕ çивĕчленет, ешĕллисем тухсан тăнăçлăх килет. Укçа йывăççине хваттерĕн çурçĕр-хĕвел тухăç енче меллĕрех. Ăна унта ĕç сĕтелĕ çине лартмалла – пултарулăхăр, тăрăшулăхăр ÿсет, ăнăçулăх савăнтарать.