15 апреля 2011 г.
Самана улшăннă май колхоз-совхозсем, ЯХПКсем салансан коллективлă хуçалăхсем вырăнне фермер хуçалăхĕсем йĕркеленчĕç. Халĕ вĕсем районта мĕнпурĕ 130 яхăн шутланса тăраççĕ. Чăнах та, вĕсен шутĕнче тыр-пул акса, çĕр улми лартса ÿстерсе, выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илекен чăн-чăн фермерсем сахал мар. Ку енĕпе ман уйрăмах Янкăлч ялĕнче пурăнакан Никоновсен фермер хуçалăхĕ çинчен ырăпа асăнас килет.
Хĕвеллĕ ăшă кун çитрĕмĕр эпир Янкăлч ялне. Никоновсем хăйсем килте çукчĕ, Йĕпреç районне кĕрекен Эйпеç ялне, Калинин ячĕллĕ колхоза пушмак пăрусем илме кайнă иккен. Каярахпа, колхоз машинипе тиесе килнĕ пăрусене картишне хупсан, эпир пÿрте кĕтĕмĕр. Кил хуçи, Валерий Михайлович, хресчен хуçалăхĕ йĕркелесе яриччен Канашра шоферта ĕçленĕ, унăн мăшăрĕ Вера Арсентьевна ялти шкулта ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ.
– Вера Арсентьевна, Валерий Михайлович ĕçрен пушанаймарĕ пулас, сирĕнпе калаçма тивет. Калăр-ха, тархасшăн, çак хресчен хуçалăхне йĕркелесси мĕнрен пуçланса кайрĕ;
- Çак ĕçе эпир 1994 çулта 4 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пуçăнтăмăр. Ытларах пахча çимĕç - купăста, çĕр улми лартса çитĕнтереттĕмĕр. Каярахпа вара, çĕр лаптăкĕ пысăкланса пынăçемĕн, выльăх-чĕрлĕх те усрас терĕмĕр.
- Пахча çимĕçне лартса ÿстересси пĕр ĕç-ха вăл. Туса илнĕ купăстана, çĕр улмине вырнаçтарасси, сутса тупăш илесси çăмăл ĕç мар вĕт-ха;
- Килте туса илнĕ пахча çимĕçе сутса тупăш илме халĕ йывăрланчĕ. Пасарта ытларах ытти çĕртен йÿнĕрех хакпа туянса килнине хаклăлатса сутаççĕ. Малтанхи вăхăтра эпир купăстана Канаш пасарĕнчех сутнă, çĕр улмине тĕрлĕрен хатĕрлев базисем пуçтаратчĕç, халĕ çав йăла пăрахăçа тухрĕ. Ялсене ют çĕртен пысăк машинăсемпе килсе илсе каясса кăна шанатпăр.
- Вера Арсентьевна, халĕ сирĕн çĕр лаптăкĕ мĕнпурĕ миçе гектар;
- Пĕлтĕр 270 гектар çинче ĕçленĕ. 105 гектар çине кĕрхи ыраш акса хăварнă, 10 гектар çĕр улми пулнă, нумай çул ÿсекен курăксем те 10 гектар, 53 гектар çине утă валли викăпа сĕлĕ хутăшĕ акнă, ытти лаптăк çинче тулăпа урпа çитĕнтернĕ.
- Çакăн чухлĕ çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлеме çын нумай кирлĕ вĕт-ха. Мĕнле ĕлкĕретĕр;
- Çемьере эпир улттăн. Тăватă ачаран аслисем - икĕ ывăл. Асли, Саша, пĕлтĕр шкул пĕтерчĕ, халĕ Канашра автомеханика вĕренет. Кĕçĕнни, Алеша, Янкăлч шкулне 10-мĕш класа çÿрет. Вĕсем техникăпа та хăйсемех ĕçлеççĕ, выльăх пăхма та пулăшаççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче сухалаççĕ те, культиваци те тăваççĕ. Тырă вырнă чухне Саша комбайнпа ĕçлет, Леша улăм преслать.
- Паян эсир 10 пуç пушмак пăру илсе килтĕр. Выльăх йышне татах та ÿстерес теместĕр пулĕ те;
- Кăçал эпир çĕнĕ вите тăвасшăн. Çавăнпа ĕнесен шутне ÿстерес тесе тăрăшатпăр. Ĕмĕтсем çапла: 2013 çул валли сăвакан ĕнесен шутне 40 пуçа çитермелле. Халĕ вĕсем пирĕн саккăр. Мĕнпурĕ вара ĕне выльăх шучĕ, паян тин илсе килнисене те шутласан, 41 пуçа çитрĕ. Паянхи пушмак пăрусен вăтам виçи 240 кило пулчĕ. Кăçал, çăва тухсан, вĕсене чуптарса ĕне тăвасшăн. Вĕсене тÿрремĕнех укçа тÿлесе илсе килтĕмĕр.
- Сăвакан ĕнесен шучĕ саккăр терĕр. Вĕсен сĕтне ăçта вырнаçтаратăр;
- Сĕт пуçтаракансене паратпăр. Сĕт хакĕ йÿнелни питĕ пăшăрхантарать. Хĕлле сĕт хаклăччĕ, халĕ питĕ хăвăрт 11 тенке çити чакса ларчĕ. Яланах ун пек пулмĕ тесе шутлатпăр ĕнтĕ. Ĕнесен шутне ÿстерсе вĕсенчен тупăш илме шутлатпăр вĕт-ха эпир.
- Тата вăкăрсем ÿстерсе, вĕсене пусса какай сутса тупăш илме май çук-и;
- Ĕне вăл вăкăр та, тына та тăвать. Тынисене хамăра валли пуç шутне ÿстерме хăваратпăр. Вăкăрĕсене, виçисене 350 - 400 килона çитерсе, какая яратпăр. Ĕне какайĕн хакĕ килĕшÿллĕ, 170 тенкĕпе сутатпăр.
- Сакăр ĕнене алăпа сума йывăртарах вĕт-ха, пĕр ĕне сăвасси мар. Е эсир сумалли аппарат та туяннă;
- Аппаратне виçĕ çул каяллах туяннă, çавăнпа ĕнесене нумай вăхăт хушши сумастпăр. Эпĕ ĕне сунă чухне ашшĕ тислĕк тасатать, ачасем пăрусене пăхаççĕ. Кивĕ витепе çĕнĕ витере мĕн пурĕ пăрушĕсемпе пĕрле 100 пуç вырнаçтарасшăн.
- Ĕне шучĕ 40 пуçа çитсен сире пĕччен сума йывăртарах пулмасть-и;
- Çĕнĕ витере ĕçлеме доярка тытасшăн. Сумалли çĕнĕ аппарат тата холодильник вырнаçтарасшăн. Çуллахи çанталăкра сĕт часах йÿçесшĕн, çавăнпа холодильник кирлех. Тата ĕнесене шăварас енĕпе те çăмăллăхсем тăвасшăн.
- Пусăсенче, çăлсенче пур çĕрте те шыв типсе ларнă. Çавăн чухлĕ выльăха шăварма мĕн чухлĕ шыв кирлĕ. Эсир артезиан çăлĕ чавман пулĕ те;
- Чавайман-ха. Анчах вăл кирлех пулать. Паян кун пĕверен 3 тонна кĕрекен пичкепе кун сиктерсе шыв турттаратпăр.
- Ĕçĕ, паллах, сахал мар. Выльăх та усратăр эсир, тыр-пул та çитĕнтеретĕр. Çĕр çинче ĕçлеме техника та нумай кирлĕ. Хăвăрăнах трактор-комбайн çителĕклĕ, е кама та пулин тара тытса ĕçлеттеретĕр-и;
- Айккинчен килсе пулăшакансем çук. Тракторсем пирĕн çителĕклĕ: икĕ МТЗ-82, пĕр Т-25. Комбайнсем иккĕ, тата "ЗИЛ", "УАЗИК" машинăсем. Выльăх шутне ÿстерсе тата патшалăхран кивçен укçа илсе малашне тырă вырмалли тепĕр комбайн туянас ĕмĕт пур. Пуррисем кивелнĕ, çĕнни туянасах пулать.
- Малтан та техникăна патшалăхран кивçен укçа илсе туяннă пулĕ-ха;
- Çук. Пĕтĕмпех хамăр тÿлесе илнĕ.
- Çанталăк типĕ те питĕ шăрăх тăнă пирки пĕлтĕр выльăх апачĕ çителĕклĕ пулаймарĕ. Çак йывăр лару-тăруран мĕнле тухса пыратăр;
- Çанталăк шăрăх тăчĕ пулин те, эпир выльăхсене валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме пултартăмăр. Вырма вăхăтĕнче кÿршĕллĕ хуçалăхсене пулăшма кайса процентпа выльăх апачĕ илсе килнĕ. Фуражĕ хамăрăнах çителĕклĕ пулнă, çынсене те сутнă.
Кашни çулах нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене пысăклатса пыратпăр. Кăçал пирĕн 40 гектар люцерна акмалла, вăрлăхне çителĕклĕ илсе килнĕ. 10 гектар викăпа сĕлĕ хутăшĕ пулать.
- Çĕр лаптăкне татах та ÿстерме кăмăл çук-и;
- Ял тăрăхĕн администрацийĕпе эпир пушă выртакан çĕрсене туянма килĕшÿ тунă. Унччен хыт-хура кашласа ларнă 400 гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Вара пирĕн çĕр лаптăкĕ 650 гектара çитет. Уй-хирте хыт-хура кашласа ан лартăр, тыр-пул çитĕнтермесен çĕрĕн пахалăхĕ пĕтет.
- Ĕлĕк, совет влаçĕ вăхăтĕнче, колхозсем нумай çул ÿсекен курăксене, выльăх апачĕ ытларах туса илес тесе, шăваратчĕç те. Сирĕн хăвăрăн шăвармалли хатĕрсем çук-и;
- Çывăхрах колхозăн плотина пурччĕ, вăл пĕтрĕ. Çĕр улми лаптăкĕсене шăварма пĕлтĕр хамăр вăйпа пĕве чавса тасаттартăмăр. Кăçал вăл шывпа туласса ĕмĕтленетпĕр.
- Тата пулă ĕрчетме шухăш-кăмăл çук-и;
- Ывăлсем ярасшăн. Анчах çуллахи ĕççи вăхăтĕнче пĕве умĕнче вăлтапа ларма вăхăт çукрах.
- Вера Арсентьевна, сирĕн малашне 650 гектар çĕр пулать. Çак лаптăк çинче тăваттăнах ĕçлесе ĕлкĕреетĕр-и;
- Хамăр çемьепе кăна ĕçлеме йывăртарах пулать ĕнтĕ. Апрельтен пуçласа выльăх-чĕрлĕх пăхма пĕр çын тытас тетпĕр. Унпа калаçса татăлнă. Ĕççи вăхăтĕнче пĕр-икĕ çынна тара тытатпăр. Тырă акнă чухне пĕр трактористпа пĕр сеяльщик тытнă. Кĕркунне пĕр комбайнера тара тытса ĕçлеттернĕ. Ытти чухне хамăрах ĕлкĕретпĕр. Унсăр пуçне, хамăр ĕçе маларах вĕçлесе кÿршĕллĕ хуçалăхсене пулăшма çÿретпĕр. Чылай хуçалăх дискатор туянма вăй çитереймест, çавăнпа пирĕнтен пулăшу ыйтаççĕ. Йĕпреç районĕнчи Калинин ячĕллĕ хуçалăхра унччен нумай çул ÿсекен курăк пулнă 100 гектар ытла çĕре кăпкалатса панă, "Красный фронтовик" хуçалăха та пулăшнă. Нумай фермер хуçалăхĕсене пулăшма çÿренĕ. Кĕрхи культурăсене акма та çĕр лаптăкĕсене çемçетсе панă. Улăм преслама та питĕ нумай пулăшрăмăр эпир.
- Ĕçшĕн сирĕнпе мĕнпе татăлаççĕ;
- Тĕрлĕрен. Улăм пресланă чухне улăм илсе килнĕ. "Красный фронтовикра", комбайнпа ĕçлесе, тырăпа татăлнă. Калинин ячĕллĕ хуçалăхран, дискаторпа çĕр çемçетсе, элитлă вăрлăх илсе килнĕ. Укçа-тенкĕпе татăлма колхозсене йывăртарах та, ытларах продукци илетпĕр.
- Килте техника сахал мар сирĕн. Анчах ăна пăхса-юсасах тăмалла вĕт-ха. Ку енĕпе хăшĕ ăста сирĕн;
- Техника çумне пурте çыпçăнаççĕ. Ашшĕпе пĕрле ывăлсем те тăрмăшаççĕ. Ку ĕçе вĕсем пĕчĕклех хăнăхнă. Юсасси енчен асли ăстарах.
- Хальхи вăхăтра, Вера Арсентьевна, çунтармалли-сĕрмелли материалсем питĕ хакланса кайрĕç. Çур аки валли топливо çителĕклĕ хатĕрлесе хунă-и;
- Чăнах та, солярка хакĕ кĕркуннерен питĕ пысăк ÿсрĕ. Çур акине йĕркеллĕ ирттерес тесе, патшалăх пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула пĕтнĕ тыр-пулшăн панă укçапа литршăн 19 тенкĕ те 50 пус тÿлесе 5 тонна топливо туянтăмăр. Çуркунне хаксем йÿнелессе кĕтсе тăмарăмăр. Анчах кун чухлĕ топливо 650 гектар çĕр çинче ĕçлеме çитмест. Çур аки вĕçленсенех топливо туянмалла.
- Тата ман çакăн пек ыйту парас килет: сирĕн икĕ хутлă кирпĕч çурт. Пÿлĕмсем пысăк та хăтлă, тирпейлĕ. Мĕнле вăй çитертĕр çакăн пек кермен туса лартма;
- Çакăн пек хуçалăх çавăрма çĕрпе ĕçлеме пуçланиех пулăшрĕ темелле. Эпĕ малтан шкулта учительница пулнă, упăшкам Канашра шоферта ĕçленĕ. Анчах çак шалу укçипе кăна пÿрт лартма вăй çитерме май çукчĕ. Малтанхи çул çĕр илсенех "КамАЗ" машина туянтăмăр. Вăл пире çак пÿрте лартма пулăшрĕ тесе каламаллах ĕнтĕ. Çуллахи вăхăтра упăшкам çĕр çинче ĕçленĕ пулсан, хĕлле хĕлĕпех вăрманта ĕçлерĕ.
- Йĕпреçе çÿремен пулĕ;
- Хĕлĕпех Березовкăра вăрман турттарчĕ. Ĕçшĕн укçа илмен, вăрманпа татăлнă. Пÿрт лартнă чухне пĕр хăмине те укçалла илмен. Кирпĕчне вара пахча çимĕç сутса тунă укçапа туяннă.
- Вера Арсентьевна, ывăлăрсем сирĕн ÿссе çитĕнсех пыраççĕ. Тепĕр çулталăкран иккĕмĕшĕ те шкул пĕтерет. Ялтах юласшăн-и, е таçта Мускава ĕçлеме каяс шухăш-кăмăл пур вĕсен;
- Ĕç ĕçленĕ чухне эпир ачасемпе пĕрле канашлама тăрăшатпăр. Вĕсемсĕр пирĕн "сывлăш" çук. Çакăн пек нумай гектар çĕр çинче, тата выльăх шутне ÿстерсе пынăçемĕн иксĕмĕр кăна ĕçлесе ĕлкĕрсе пыма май çук. Ачасен пĕтĕм кăмăлĕ - пĕрле ĕçлесси, пĕрле тăрăшасси. Асли, автомеханика вĕренсе тухсан, паллах, пĕрле ĕçлесшĕн, унăн тракторист прави пур. Çитес çулсенче пĕр ывăлĕ валли пÿрт лартса парасшăн. Ялтах тĕплентĕр. Çавăнпа ачасемпе пĕрле çак çĕр çинче ĕçлесе хуçалăх малалла аталанса пырасса шанатпăр.
- Ывăлăрсем çинчен каласа патăр, кĕçĕннисем çинчен нимĕн те пĕлеймерĕмĕр...
- Кĕçĕннисем пĕчĕкрех-ха. Лера 1-мĕш класра вĕренет. Чи кĕçĕнни, Даша, виççĕре, садика çÿрет.
- Вера Арсентьевна, ыйтма та аванах мар та, эсир миçере халĕ; Питĕ çамрăк курăнатăр вĕт-ха;
- Эпĕ хĕрĕх иккĕре.
- Валерий Михайлович вара;
- Вăл кăçал 45 тултарать.
- 17 çул каялла, хăвăр çамрăк чухнех эсир хресчен хуçалăхне йĕркелесе яма пултарнă...
- Ялта тĕпленсе пурăнма çурт-йĕр çавăрассинчен пуçланса кайрĕ ĕнтĕ ку ĕç...
- Тата çакăн пек ыйту парасшăн. Те килĕшет ĕнтĕ вăл сире, те килĕшмест. Йĕркеллĕ, пултаруллă ĕçлесе пыракансене курайман çынсем те сахал мар ялсенче. Вĕсене ура хума, мĕнпе те пулин сăтăр тума тăрăшаççĕ. Сирĕн ялта ун пек çынсем çук пулĕ...
- Ял халăхне хурласшăн мар эпĕ, анчах курайманлăхпа вĕчĕртетсе çÿрекен уйрăм çынсем тупăнаççĕ çав. Темиçе сысна амине наркăмăшлă таблетка парса вĕлерчĕç. Комбайн тырă выракан таса уя тимĕр таткисем пăрахса агрегата ватрĕç.
- Хăвăр ялтах тыр-пул ÿстерекенсем, çĕр улми лартакансем, выльăх усраса тупăш илекен фермерсем тата çук-и;
- Пирĕн пек нумай гектар çĕр çинче ĕçлекенсем çук. Пай çĕрĕсем çинче ĕçлекенсем кăна. Ытларах вĕсем нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстереççĕ. Пĕлтĕр, çанталăк шăрăх тăнă пирки, выльăх апачĕ сахал пулчĕ. Çавăн пирки килте 2-3 ĕне усракансем те сахалланчĕç. Ялта ĕнесен шучĕ питĕ нумай чакрĕ.
- Кăçал çĕр улми вăрлăхĕ питĕ çĕрет теççĕ. Эсир пĕлтĕр çак культурăна 10 гектар çине лартса туса илнĕ пулсан, кăçал çавăн чухлĕ лартма вăрлăх çитереетĕр-и;
- Чăнах та, çĕр улми вăрлăхĕ питĕ çĕрет. Пĕтĕм укçа-тенкĕне выльăх-чĕрлĕх çине янă пирки 10 гектар çĕр улми лартма çĕнĕ вăрлăх илейместпĕр пулĕ. Малашне 10 гектартан кая лартма шутламастпăр. Пĕлтĕр йăран çырмалли фреза туянтăмăр, çĕççисене çĕнетсе хатĕрлерĕмĕр. Апла пулсан, ку культурăпа пирĕн ĕçлемеллех. Вăрлăхне эпир çĕнетсех тăратпăр. Пĕлтĕр те 9 тоннăна яхăн çĕнĕ вăрлăх илсе лартрăмăр, анчах çанталăк типĕ те шăрăх тăнă пирки тăкак нумай тÿсрĕмĕр. Малашне ун пек ан пултăр тесе ĕмĕтленетпĕр ĕнтĕ.
- Вера Арсентьевна, çак паянхи калаçушăн пысăк тав сире. Сирĕн ĕçсем ăнса пыччăр, малашне те пысăк ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх пултăр.
- Сире те пирĕн пата килнĕшĕн пысăк тав. Ĕçлекен çыннăн яланах ĕмĕтленмелле. Кăçалхи çул лайăх пултăрччĕ тесе шутлатпăр. Сире те тавтапуç.
Василий ЛАПИН калаçнă.