15 апреля 2011 г.
Пирĕн çĕршывра уçлăх паттăрĕсене халалланă "Раççейри çамрăк космонавтсем" юхăм çултан çул вăй илсе пырать. Чăваш ачисем те хаваспах хутшăнаççĕ унта. Республикăра çамрăк космонавтсен отрячĕсен йышĕ пысăк. Вĕсем валли "Пире чĕнет çăлтăрлă инçетлĕх" ятарлă программа хатĕрленĕ.
Катек вăтам шкулĕнчи А.Г. Николаев ячĕпе хисепленекен çамрăк космонавтсен отрячĕ те çак программăна пăхăнса улттăмĕш çул ĕçлет. Отряд 11-17 çулсенчи 92 вĕренекене пĕрлештерет. Вĕсенчен 79-шĕ пĕрремĕш пусăма çĕкленсе "Ĕмĕтленекен" ята тивĕçнĕ. Çак ята тивĕçме çамрăк космонавтсем зачет сборне пуçтарăнаççĕ. Ачасем теорипе 60 яхăн ыйтăва хуравлаççĕ: астрономи, космонавтика, космонавтика историйĕ, "Тăван çĕршыв тивĕçне пурнăçлатăп", авиаци историйĕ тата техника ыйтăвĕсем. Космонавтсен самолет, ракета е хут çĕлен модельне ăсталаса вĕçтерсе кăтартмалла. Çав модельсенче ача-пăчан пуян фантазийĕ палăрать.
Кăçал катексем "Ăстаçă" пусăма çĕкленессишĕн тапаланаççĕ. Çамрăк космонавтсене çитĕнÿсем тума Алевтина Юрьевна Васильева аслă вожатăй пулăшать. Кружокăн символики те пур. Ачасем астрономие, физикăпа авиацие кăмăлласа вĕренеççĕ, космонавтсен пурнăçĕпе паллашаççĕ, каçсерен çăлтăрлă тÿпене сăнаççĕ. Инçетлĕхре, тен, хăшĕ-пĕри хăйĕн çăлтăрне шырать пулĕ.
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Катек вăтам шкулĕнче "Космонавтсем пирĕн хушăра çитĕнеççĕ" Наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие районти 22 шкултан 100 яхăн вĕренекен хутшăнчĕ. Ачасене Космонавтика çулталăкĕ ячĕпе ДОСААФăн районти организацийĕн пуçлăхĕ В.Владимиров, районти ача-пăча пултарулăх центрĕн директорĕ Е.Михайлова, шкул директорĕ В.Германов саламларĕç. Катек шкулĕнчи космонавтсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Ăмăрту виçĕ номинаципе иртрĕ. "Информационно-реферативная", "Проблемно-реферативная", "Художественно-прикладная" секцисем хăйсем хушма секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Çавăнпа çĕнтерÿçĕсене те номинацисемпе палăртрĕç.
"Информационно-реферативная" уйрăмра ачасем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. "Ракета – дорога в космос" рефератпа Катек шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Нина Смолова (ертÿçи И.Смолова), Шуркасси шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Кристина Степанова "Тайна гибели Гагарина" тĕпчев ĕçĕпе (Л.Игнатьева хатĕрленĕ) – пĕрремĕш, Шаккăл шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Стас Алексеев "Космонавтика" ĕçпе (ертÿçи Л.Матвеева) иккĕмĕш, Ксения Иванова (Вырăскас Пикших шкулĕ, ертÿçи В.Ефимов) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Тепĕр секцире малти вырăнсене Александр Смолов (Катек, З.Леонтьева), Дмитрий Смолин (Шăхасан, В.Никитин), Мария Федорова (Ачча, Э.Кротова) йышăнчĕç.
Малалла çĕнтерÿçĕсене йĕркипе каласа тухатăп: Анна Данилова (Шăхасан, В.Никитин), Кристина Малова (Вăтапуç, Т. Абрамова), Светлана Иванова (Карăклă, Т.Иванова). Ал ĕç ăсталăх конкурсĕнче Артем Денисов (Шаккăл шкулĕ, ертÿçи О.Васильева), Евдокия Никитина (Катек, Н.Семенова), Леонид Семенов (Карăклă, Н.Семенова), Карăклă шкулĕн 7-8-мĕш класĕсенче вĕренекенсен ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçĕ (А.Кудряшова), Çеçпĕл вăтам шкулĕнче 5-7-мĕш класĕсенче вĕренекенсен ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçĕ (М.Иванова), Ирина Иванова (Хучель), Шаккăл шкулĕн 5-7-мĕш класĕсенче вĕренекенсен ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçĕ (Л.Матвеева), Денис Андреев (Вырăскас Пикших, В.Ефимов) мала тухнă. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче Марина Ивановăпа Марина Кириллова (Вырăскас Пикших шкулĕ, конкурса хатĕрлекенĕ Т.Елисеева), Кристина Александрова (Шăхасан, А.Николаев, Л.Петров), Зоя Григорьева (Чакаç, Н.Сорокин), Шуркасси, Пайкилт, Катек шкулĕсем çĕнтернĕ.
Паллах, пурте мала тухаймаççĕ. Çапах та ачасем мероприятие хавхаланса хутшăнни паха.
З.ПЕТРОВА, Катек шкулĕн вĕрентекенĕ.