АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçех пăр тапранĕ

15 апреля 2011 г.

Çанталăк кунран кун ăшăтса пырать. Çумăрсем çуса иртнипе юр сийĕ палăрмаллах çÿхелчĕ, çавна май çырмасене çурхи шыв анчĕ. Кĕçех пысăк юхан шывсем çинче те пăр тапранĕ. Айлăмсене ейÿ тапса тухĕ. Тÿррен сукмаксемпе çулсене чылай чухне эпир пăрпа витĕннĕ юхан шывсемпе кÿлĕсем урлă хыватпăр. Анчах та çурхи пăр питех те ултавлă, кирек хăш самантра та пăр айне анса каяс хăрушлăх пур. Ăнсăртран сивĕ шыва лексен хамăра епле тытмалла-ха пирĕн; Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕн представителĕсем çапларах канаш параççĕ.

Енчен те сивĕ шыва кĕрсе ÿкес пулсан çынна çăлмалли хатĕрсем тÿрех ал айĕнче пулмасан та пултараççĕ. Çавăнпа та инкеке лекекенĕн хăйĕн çине ытларах шанма тивет. 7-8 градуслă шывра тумтир тăхăннă çын – 3-4 сехет, 3-4 градуслинче 1,5-2 сехет сывлăхне хавшатмасăр тÿссе ирттерме пултарать. Чи пĕлтерĕшли, паллах, çакна шалти туйăмпа ĕненни.

Шыва лексессĕнех мĕнрен те пулин çакланса юлма, унтан сивĕ шывăн япăх витĕмне тÿссе ирттерме тăрăшăр. Хăранă туйăмран май килнĕ таран хăтăлăр, тĕлли паллисĕр хусканусем ан тăвăр. Тепĕр 30-40 çеккунтран сивĕ витĕмне туйма пăрахатăр, шалти ăшă тухма тытăнĕ. Енчен те пăрлă шыва хĕрĕнкĕ пуçпа кĕрсе ÿкрĕр пулсан, çÿлерех асăнса хăварнă туйăмсене туйса илмесен те пултаратăр.

Çиелти тумтире хывса пăрахăр, аялти кĕпе-йĕме, нускине, перчеткесене тата калпака хăварăр. Çакна яланах асра тытăр: ÿтри ăшă ытларах пуç урлă тухса каять (40-60 процент таран), çавăнпа та калпак нÿрлĕ пулин те унтан хăтăлма ан васкăр. Шывран тухсассăнах алă тата ура пÿрнисем ыратни иртсе кайĕ. Анчах та алă-ура вăйĕ темиçе хут чакĕ.

Сивĕ шыва кĕрсе ÿксессĕнех лару-тăрупа тĕплĕн паллашăр: тен, çыран хĕрринелле ишни вырăнлăрах пулĕ, тен, пăр катăкĕнчен е тата ытти япаларан тытăнса пулăшу кĕтсе илме май пур, тен, пăр катăкĕпе пĕрле малалла юхса пырса çывăхри çыран хĕррине тухма пулать... Шывра чылай вăхăт пулнă хыççăн вĕрен пусма тăрăх хăвăр тĕллĕн хăпарма ан тăрăшăр, вĕçерĕнсе каялла ÿкес хăрушлăх пур.

Çыран хĕрринелле хăвăр тĕллĕнех ишсе тухма шутларăр пулсан васкавлă хусканусем ан тăвăр, лăпкăн сывлама тăрăшăр, ишнĕ вăхăтра алă тата ура пÿрнисене сăтăркаласа ярăр. Ăçталла ишнине тимлĕн пăхса пырăр, унсăрăн юхăма пула пулăшу çыранĕ чылай аякка "тарма" пултарĕ.

Шывра чухне шĕвĕр вĕçлĕ пăрсенчен асăрханăр, унсăрăн касăлса пĕтме пултаратăр. Сивĕ шывра юн часах çывăрса лармасть, çавăнпа та суран чылай вăхăт хушши юнланса тăма пултарать. Инкеке лекнĕ çынсем чылай чухне сивве пула мар, юн нумай çухатнипе вилеççĕ.

Умри çÿхе пăр çине хăпарса выртма ан тăрăшăр, вăл пурпĕр катăлса кайĕ те каллех шыва кĕрсе ÿкетĕр. Çавăнпа та ăна асăрханса пĕчĕккĕн катса пырса çыран хĕрринелле куçса пырăр.

М.АРТЕМЬЕВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика