АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăха тĕрĕс шута илмелле

15 апреля 2011 г.

Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви 2010 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 83-ФЗ номерпе йышăннă Федераллă Саккуна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене муниципаллă учрежденисен ертÿçисемпе сÿтсе явас енĕпе кашни эрнерех республикăри хуласемпе районсенче кустри семинар-канашлу ирттерет. Ытлари кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче çак Саккуна пурнăçлассипе çыхăннă условисенче патшалăх (муниципалитет) учрежденийĕсен пурлăх хутшăнăвĕсен тата вĕсене укçа-тенкĕ парса тăрассин уйрăмлăхĕсем çинчен калаçрĕç.

Семинар ĕçне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Светлана Иванова, Патшалăх Канашĕн патшалăх тытăмĕ тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Генрих Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, Финанс, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Физкультура, спорт тата туризм министерствисен специалисчĕсем, Канаш хулинчи тата Канашпа Тăвай районĕсенчи муниципаллă учрежденисен ертÿçисем, тĕп бухгалтерĕсем хутшăнчĕç.

Семинара райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Васильев уçрĕ. Чи малтанах вăл Космонавтика кунĕ ячĕпе саламларĕ, калаçу тухăçлă, пуриншĕн те усăллă пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн Генрих Васильев сăмах илчĕ. Вăл 83-ФЗ номерлĕ Федераллă Саккуна ĕçе кĕртессин тĕллевĕсемпе задачисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен чи кирлисем тата пысăк пĕлтерĕшлисем – халăха паракан патшалăх (муниципалитет) пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстересси, учрежденисене финанс ресурсĕсемпе тата патшалăх (муниципалитет) пурлăхĕпе эффективлă усă курма стимул туса парасси тата вĕсене çирĕплетесси.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Светлана Иванова, министерствăн патшалăх учрежденийĕсемпе тата патшалăх пурлăхĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Лукина, пурлăх правине шута илес, регистрацилес тата патшалăх пурлăхне хак парас енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Тупицына, Финанс министерствин казначейство управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Регина Николаева, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Физкультура, спорт тата туризм министерствисен финанспа экономика пайĕсен пуçлăхĕсем Наталия Гердопа Вера Яковлева хăйсен сăмахĕсенче ытларах пĕтĕм пурлăха инвертизацилес, куçакан пурлăха уйрăмах хаклă пурлăха куçарассин ведомствăлла уйрăмлăхĕсене палăртас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех çĕнĕ типлă учрежденисен ĕçĕ-хĕлне финанс енчен пулăшса тăрассине йĕркелес, учрежденисен уйрăм счечĕсене уçас ыйтусене те хускатрĕç. Семинара хутшăннисем Чăваш Республикин Министерсен Кабинечĕ патшалăх учрежденийĕсен моделĕсене улăштарасси çинчен калакан постановленийĕн проектне хатĕрлес ĕç мĕнле пынине, çĕнĕ типлă учрежденисен уставĕсене тата ĕç договорĕсене йĕркелесе çыхăнтармалли кăтартусене çирĕплетнĕ чухне сиксе тухма пултаракан проблемăсене тишкерчĕç.

Кăçал районти 60 учрежденине çĕнĕ типли çине куçармалла. Пĕрремĕш кварталта – 1, виççĕмĕшĕнче – 59 учреждени.

Семинар-канашлу ыйту-хурав йĕркипе вĕç-ленчĕ. Паллах ыйтусем уйрăмах çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме пуçласан татах та нумайланĕç. Министерствăсен специалисчĕсем сĕнÿсемпе канашсем пама яланах хатĕрри çинчен пĕлтерсе ĕçри телефонĕсен номерĕсене пачĕç.

Семинар хыççăн министерствăсенчен килнисем ачасен "Космонавт" кану лагерĕнче пулчĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика