15 апреля 2011 г.
Районти ялсенчен пĕринче нумай ачаллă çемье пурăннă. Упăшки хулара тĕрлĕ ĕç туса çÿренĕ. Арăмĕ ниçта та ĕçлемен. Пилĕк ача. Икĕ ывăлтан пĕри Канашра, тепри Шупашкарта вĕреннĕ. Виçĕ хĕр. Иккĕшĕ кÿршĕ ялти шкула çÿренĕ. Кĕçĕнни ялти пуçламăш шкулта ăс пухнă. Амăшĕ ăна питĕ юратнă, ачашлантарсах янă вăл ăна.
Хĕрарăм ялти ватă кинемее пăхма тытăннă. Ун патĕнче кĕпе-йĕм çунă,çимелли хатĕрленĕ, картишне тасатса тăнă. Кашни кун тенĕ пекех ватă патне кайнă, хăйĕнпе пĕрле кĕçĕн хĕрне те илнĕ. Лешĕ кинемее хăвăрт хăнăхнă, ăна асанне теме те именсе тăман. Ватă хĕрарăм та ун патне чунĕпе туртăннă, мăнукĕ вырăннех хунă. Хĕр пĕрчи умĕнчех вăрттăн вырăнтан укçа кăларса лавккана продуктсем туянма янă. Хĕрача кашни кунах уроксем хыççăн Марук кинемей патне кĕнĕ. Урайне шăлса кайнă, çĕрле çунă юра картишĕнчен тасатнă. Çакăншăн вара ăна ватă хĕрарăмран мĕн те пулин тутли лекнĕ.
Маша амăшĕ кинемейĕн укçа пуррине пит лайăх пĕлнĕ. Пĕр кунхине вăл хĕрне шкула яман, Марук аппан укçине мĕнле вăрламаллине ăнлантарса панă. Çак ĕçе тусан хулана кайса канхвет-пĕремĕк, мороженăй илсе пама шантарнă. Маша пĕтĕмпех амăшĕ вĕрентнĕ пек тунă. Вăрланă укçи нумаях пулман – пурĕ те 1000 тенкĕ кăна. Маша хăй усал ĕç тунине пĕчĕк те айван пулнипе ăнланса илме пултарайман, паллах. Амăшĕ хăйĕн сăмахне тытнă. Хулара Машăна тутлă çимĕçсем илсе панă. Хăй те самаях хăналаннă: пĕр пус юлми ĕçсе янă.
Çав астармăш хаяр шĕвек мĕн кăна тутармасть пуль. Хăш-пĕрисем вара карланкисене чарайманнипе кăмăлĕсене тултарма ачисене явăçтараççĕ. Ача чух усала вĕрентнине пăрахтарма мĕнле йывăр пулнине пĕле тăрах çапла хăтланаççĕ вĕт-ха.
В.СНЕЖКОВ.