АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Правительстви саккунра МИХсене автономи учрежденийĕсем пулăшмашкăн ирĕк пама сĕнет

15 апреля 2011 г.

Патшалăх Думине Правительствăн саккун проектне кĕртнĕ. Вăл автономи учрежденийĕсен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн йĕркине улăштарать, унта МИХсене кĕртет. Çакăн çинчен парламентăн аялти палатин аппаратĕнче пĕлтернĕ.

Вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн автономи учрежденийĕсене ăслăлăх, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура, социаллă хÿтлĕх, халăха ĕçпе тивĕçтерекен сферăсенче, физкультурăпа спортра йĕркелеме пултараççĕ.

РФ Финанс министерстви хатĕрленĕ саккун проекчĕ автономи учрежденийĕсем йĕркелекен сферăсен переченьне федерацин "Автономи учрежденийĕсем çинчен" йышăннă саккунĕн 2 статйине массăллă информаци хатĕрĕсене кĕртсе анлăлатма сĕнет. Статистикăпа ки-лĕшÿллĕн паянхи кун тĕлне автономи учрежденийĕсен 33 проценчĕ – массăллă информаци хатĕрĕсем. Федераци саккунĕн вăйра тăракан редакцийĕ тăрăх вĕсене 2011 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕтермелле е çĕнелле йĕркелемелле – çапла палăртнă саккун проектне ăнлантарнă документсенче.

2010 çулхи пĕрремĕш вулавпа теле- тата радиоканалсем валли хыпарсем пĕлтерме "универсал лицензи" кĕртесси çинчен калакан саккун проектне йышăннă. Унта МИХсем автономи учрежденийĕн статусне илме пултараççĕ тесе палăртнă. Çак саккун проекчĕ МИХсем çинчен йышăннă саккуна тÿрлетÿсем кĕртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика