15 апреля 2011 г.
Çак кунсенче Чăрăшкасси ялĕнчи Николай Петровичпа Галина Ивановна пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Ылтăн туй кĕрекине ачисем, тăванĕсем, пĕлĕшĕ-хурăнташĕсем пуçтарăнчĕç.
Ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те çичĕ теçетке урлă каçнă. Вĕсем 50 çул пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнланса пурăнаççĕ. Прокопьевсем тăватă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ачисем хăйсем те çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне 6 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук "парнеленĕ".
Çемье пуçĕ Николай Петрович тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, Галина Ивановна чылай çул хушши кирпĕч заводĕнче тăрăшнă. Иккĕшĕ те колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăрăшуллă тата ĕçчен пулнăшăн вĕсене Хисеп грамотисем тата парнесем парса темиçе хутчен те чысланă.
Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров тата Чăрăшкасси ялĕн клуб администраторĕ Н.Иванова Прокопьевсене ылтăн туй ячĕпе килне пырса саламларĕç. Галина Ивановнăпа Николай Петровича парне пачĕç, ырлăх-сывлăх, телей тата вăрăм кун-çул сунчĕç.
Н.ИВАНОВА. администратор.