15 апреля 2011 г.
Паянхи куна пирĕн районта 86 фермер хуçалăхĕ шутланса тăрать. Вĕсем ял хуçалăх продукчĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 10 проценчĕ чухлĕ тыр-пул, 11 проц. çĕр улми, 2 проц. яхăн пахча çимĕç туса илеççĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров палăртнă тăрăх, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем патшалăх уйăрса паракан пулăшусемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсем çур акине те пысăк яваплăхпа хатĕрленеççĕ.
"Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕн начальникĕ А.Денисов вăрлăх пахалăхне тимлĕх уйăрма ыйтнă. "Россельхозбанк" АУПăн Канашри филиалĕн управляющийĕ Т.Волков ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене аталантарма паракан кредит пулăшăвĕсем çинчен каласа кăтартнă.
Районта çур аки ирттерме кирлин 79 проценчĕ чухлĕ вăрлăх, 80 проц. çунтармалли-сĕрмелли материал, 40 проц. минераллă удобренисем кÿрсе килнĕ.
А.ИЛЬИНА.