15 апреля 2011 г.
Михаил Игнатьев Президент виçĕм кун "Ростелеком" АУОн регионсен хушшинчи филиалĕн вице-президенчĕпе, директорĕпе Владимир Рыбакинпа тĕл пулнă. Федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче "Ростелекомăн" "Атăл" макрорегион филиалĕ тата республикăсемпе облаçсенчи филиалсем, çав шутра Чăваш Енри филиал ĕçлеççĕ. В.Рыбакин компани умĕнчи çĕнĕ тĕллевсем çинчен каласа панă.
Тĕл пулура ĕçтешлĕхе анлăлатас ыйтусене сÿтсе явнă. Çав шутра – "Электрон Правительстви" программăна пурнăçлас, çавăн пекех республика территорийĕнче социаллă карточкăсене ĕçе кĕртес енĕпе. Президент палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелес тата нормăпа право никĕсне хатĕрлес енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ, çавна май Чăваш Ен кĕçех социаллă карточкăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пилот регионĕ пулса тăрĕ.
Унтан Чăваш Республикин Правительствипе "Ростелеком" АУО хушшинчи Килĕшĕве алă пуснă. "Информаципе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен рынокĕн сфери кал-кал аталанать. "Волгателеком" компани "Ростелеком" АУОпа пĕрлешрĕ – пĕрлехи информаципе сетьне туса хучĕ. Малалла талпăнмалли майсем пур. Компанипе калаçса татăлнă май вăл планпа килĕшÿллĕн 230 млн тенкĕ уйăрать, ку – коммуникацисене тата çыхăну хатĕрĕсене, çавăн пекех пулăшу ĕçĕсен сферине аталантарас тĕллевпе республикăна хывакан инвестицисен пирвайхи траншĕ. Правительство "Ростелеком" АУО майĕсемпе республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн май пур таран туллин усă курас енĕпе пĕтĕм условипе тивĕçтерĕ", – тенĕ М.Игнатьев.
В.Рыбакин калаçăва тăсса çапла палăртнă: "Тĕп тĕллев – "Электрон Правительстви" программа. Чăваш Ен ку енĕпе малта пултăр тесе пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр. Тепĕр тема – çĕнĕ пулăшу ĕçĕсене çул парасси. Чи малтанах – ялта. Хулара цифра çыхăнăвĕ те, Интернетпа çыхăнмалли майсем те, ытти те пур, ял вара юлса пырать. Танмарлăха пĕтермелле. Инвестицисен пысăк пайне шăпах яла ярăпăр. Тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăçлама пĕрле ĕçлемелле".
"Ростелеком" АУО – Раççейри чи пысăк телекоммуникаци компанийĕ. Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнче телекоммуникаципе çыхăннă анлă пулăшу ĕçĕсене кÿме май паракан патшалăх лицензисене илнĕ май "Ростелеком" пысăк магистраль сетьне йĕркелеме пултарнă – пĕтĕмпе 500 пин км яхăн. Çĕршыври 35 млн кил хуçалăхĕпе çыхăнмалли хăйне евĕрлĕ инфратытăм туса хунă. Çапла вара компанин пулăшу ĕçĕсемпе паян Раççейре пурăнакан 100 миллион ытла çын усă курать.
Н.СЕМЕНОВ.