13 апреля 2011 г.
Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа пама ыйтрăмăр.
– Пĕрремĕш кварталта районта чĕрĕ виçепе 167,2 т аш-какай туса илнĕ, ку иртнĕ çулти çак тапхăртипе илсен 120,1 процентпа танлашать. Чылай хуçалăхра аш-какай туса илесси чакнă, çакна фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе, сыснасем пачах та юлманнипе сăлтавламалла. Çавăн пекех выльăх шутне чакармасăр иртнĕ çултинчен ытларах аш-какай туса илме пултарнă хуçалăхсене те асăнса хăварас килет: "Цивиль" ООО, "Воланд" ООО, "Канаш" ООО, "Исток" ООО тата Киров ячĕллĕ ЯХПК. Пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ – 54,0 процентпа, сыснасен – 15 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 29 процентпа танлашнă.
Виçĕ уйăхра районта пĕтĕмпе 991 т сĕт суса илнĕ (94 проц.). Чылай хуçалăхра сĕт туса илесси лайăхланса пыни палăрать, кунта "Канаш", "Исток", "Агат", "Родина", Киров ячĕллĕ хуçалăхсене асăнса хăварас килет. Халăхран сĕт пуçтарассипе районта "Родник" тата "Исток" пĕрлĕхсем çеç хастар ĕçлесе пыраççĕ.
Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 737 килограмм сĕт суса илнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 4 процент пĕчĕкрех (2010 çулта – 769 кг). "Канаш" (1139 кг), Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферми (1043 кг), асăннă хуçалăхăн Шăхасанти сĕт-çу ферми (1005 кг) тата ыттисем ку енĕпе уйрăмах аван ĕçлесе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра сĕт хакне йÿнетсе ячĕç, апла пулин те тупăшне сĕтрен пурпĕрех илме пулать. Çавăнпа та ертÿçĕсен ĕнесен шутне чакарма васкамалла мар. Кайран ĕнесен йышне çав шая çитерме çăмăлах пулмĕ.
100 га пуçне 10,6 ц (2010 çулта – 8,8 ц) аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК (20,5 ц), "Канаш" (15,8 ц) лайăх кăтартупа ĕçлесе пынă. 100 га пуçне 62,9 ц сĕт суса илнĕ, ку кăтарту пĕл-тĕрхинчен 6 процент чухлĕ пĕчĕкрех. Сĕт илессипе Киров ячĕллĕ ЯХПКн (227,3 ц) тата "Восход" (119,4 ц) пĕрлĕхĕн районта кăтарту чи пысăкки.
– Сергей Павлович, выльăх шучĕ çулсерен чакса пырать, паянхи куна районта ку енĕпе лару-тăру еплерех;
– Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3532 мăйракаллă шултра выльăх пулнă, кăçалхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 3511 пуç шутланать (99,4 проц.). Районта чылай хуçалăхра выльăхсен йышне пĕлтĕрхи шайра упраса хăварма пултарнă. "Пинер" тата "Урюм" хуçалăхсем апат çитсе пыманнипе выльăхсен шутне чакарсах пыраççĕ.
Ĕнесен шучĕ ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта 1355 пуçпа танлашнă, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 1540 ĕне пулнă. Ĕнесенчен чылай хуçалăхра хăтăлма тăрăшаççĕ, çак пулăм "Пинер" ОООра уйрăмах палăрать. "Цивиль" тата "Канаш" пĕрлĕхсем пĕлтĕр ăратлă выльăх кÿрсе килнĕ, кăçал çавна май ĕнесен йышĕ хушăнĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК та районта ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Пĕрремĕш кварталта 609 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 590 пăру пулнă. "Путь Ленина", "Цивиль", "Канаш", "Восход", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çулхинчен ытларах пăрусем илнĕ. Çавна май унта сăвăм шайĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах.
100 ĕне пуçне 38 пăру илнĕ, иртнĕ çулта çак кăтарту 36 пăрупа танлашнă. 100 ĕне пуçне 40 пăруран ытларах илнĕ хуçалăхсем: "Путь Ленина", "Урюм", "Исток", Киров ячĕллĕ, тата "Агат".
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 415 грамм ÿт хушаççĕ. 2010 çулта çак кăтарту 414 грампа танлашнă. "Нектар", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та пысăкрах. Ытти хуçалăхсенче пуринче те 500 грамран каярах. Енчен те çак кăтарту 600 грамран иртсен выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тин тупăш кÿме пуçлĕ. Çакă выльăхсене мĕнле пăхнинчен нумай килет. Вĕсене çитерекен апат тутлăхлă тата минераллă хутăшсемпе пуян пулмалла.
Районта сыснасен шучĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те 1490 пуç çеç. Çакна та палăртмалла, ял халăхĕ сысна çурисем туянасшăн, анчах та хуçалăхсем вĕсене çурасемпе тивĕçтерме пултараймаççĕ.
Çу уйăхĕнчи уявсем иртсе кайсан çаран çине кĕтÿ тухĕ. Çакна асра тытмалла, пĕрремĕш кунсенче выльăха уя илсе тухиччен утă-улăмпа тăрантармалла. Çавăн пекех тăвар пирки те манмалла мар. Фермăсене юсаса йĕркене кĕртмелли ĕç планне туса хатĕрлемелле. Выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнасси çинчен те шутлама тытăнмалла. Сĕт пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.