АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке эрнелĕхĕ иртрĕ

13 апреля 2011 г.

Çурхи хĕвел кунсерен ăшăрах та ăшăрах хĕртет. Уйсемпе сăрт çамкисем васкаса хуралаççĕ. Урам хушшинчи çулсем çине шыв тухрĕ. Кÿленчĕксем тулса çитсе шыв юххи пулса анаталла шăнкăртатса юхма пуçларĕç. Шкул ачисен тинех çурхи каникул кунĕсем çитрĕç.

Кĕнеке тусĕсем кану кунĕсене ахаль ирттермеççĕ. Вĕсем ял вулавăшĕнче кунĕпех кĕшĕлтетеççĕ. "Тантăш", "Çамрăксен хаçачĕ" хаçатсене, "Мишутка", "Самант", "Тетте" журналсене тишкереççĕ.

Каникул кунĕсенче йăлана кĕнĕ тăрăх вулавăшра "Ача-пăча кĕнекин эрни" иртрĕ. Çак эрне "Кĕнекепе пĕрле ырă çул çÿреве" курав-презентаципе уçăлчĕ. Ачасем кĕнеке пĕлтерĕшĕ çинчен калаçу итлерĕç. Илемлĕ те курăмлă кĕнекесем вĕсене тÿрех илĕртрĕç, çамрăксем хăйсем кăмăлланă кĕнекесене вулама суйласа илчĕç.

"Авторне пĕл" ятпа иртекен викторинăна та хапăлласах хутшăнчĕç вĕсем. Кайăксен кунĕнче вĕллесене мĕнле ăсталамаллине тимлерĕç, "Кайăксем - пирĕн туссем" ятлă викторинăра мала тухассишĕн тупăшрĕç, электронлă диск тăрăх кайăксен юррисене итлерĕç.

Шкул çулне çитмен ачасем те вулавăшра пулса илемлĕ кĕнекесемпе паллашрĕç. Ула таккапа пакша çинчен хайланă юмаха тимлĕн итлерĕç вĕсем. Ула такка пакшана пылак пăрлак çитерсе кăтартма шантарнă, анчах та çуркунне ăна ăçтан тупма пулать-ха. Пылак пăр Ула такка хурăна сăмсипе шăтарса хăварнă хыççăн сĕткен каçхи сивĕпе шăнса ларнипе пулать иккен.

Пĕчĕккисем икĕ ушкăна, "Вăйлисем" тата "Маттуррисем", пайланса "Хĕвел ÿкер", "Сăмах пуçтар", "Япала ячĕсене астуса юл" конкурс-вăйăсене хутшăнчĕç. Пуринчен ытла хăмпăсемпе ирттернĕ вăййа кăмăлларĕç ачасем. Шăпăрлансем "Çамрăк кĕнекеçĕсем" кружока çÿрекен Д.Ильинапа Е.Иванова вĕренекенсем йĕркеленĕ электронлă "Теремок" юмаха та хавасланса пăхрĕç, кучченеçсемпе тата парнесемпе кăмăллă юлчĕç.

Аслă классенче вĕренекенсем Çĕр чăмăрĕ тăрăх "çул çÿреве" тухрĕç, нумай лайăххине, çĕннине, кăсăклине пĕлсе килчĕç. Паллă çулçÿревçĕсем çинчен "История географических открытий" видео пăхса тишкерчĕç.

Кĕнеке эрнине пĕтĕмлетсе вулавăш ертÿçи ачасене кĕнекесемпе яланах туслă пулма, вĕсене упрама ыйтрĕ. "Кĕнекене нимĕнле компьютер та, телевизор та улăштарма пултараймасть. Вĕсене çамрăкла вулани – ĕмĕрлĕх", – вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.

Т.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика