13 апреля 2011 г.
Пирĕн ĕçтеш – Тамара Ивановна Семенова – Иван Ивановичпа Лидия Васильевна Ивановсен çемйинче 1961 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче çуралнă. Çак кунсенче вăл çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. 1978 çулта шкул вĕренсе пĕтерсен тĕрлĕ çĕрте вăй хума тивнĕ çамрăк хĕрĕн. Малтан Шупашкарта, кайран почтăра ĕçленĕ.
Тамара 1981 çулта Вăтакас Кипеч каччипе Николай Аркадьевичпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕсем мăшăрланнă. Кукаçипе кукамай халĕ мăнуксемпе савăнаççĕ.
Тамара Ивановна вулавăшра ĕçлеме пуçланăранпа кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет. Вăл пур çĕре те ĕлкĕрет: районти конкурссене те, ялти клубра иртекен мероприятисене те.
Эпир хамăр ĕçтешĕмĕре кун-çулĕнчи савăнăçлă уявпа саламлатпăр, чи ăшă та ырă сăмахсем калатпăр: ачасемпе мăнуксенчен хисеп те пархатар курăр, çирĕп сывлăхлă пулăр.
А.СПИРИДОНОВА, Анаткас Кипеч клуб администраторĕ.