АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем çине пăхсан хуйха-суйха манса каян

13 апреля 2011 г.

Сакăр класс хыççăн пĕр кунхине Люда Сергеева ялти садикра медсестра пулса ĕçлекен Вера инкĕшĕ патне пынă. Пĕчĕк ачасене хаваслă вăйăсем выляттарнине, ÿкерме вĕрентнине, юрлаттарнине, ташлаттарнине, илемлĕ кĕвĕ çеммипе физзарядка тутарнине курсан хăйĕн те воспитатель пулас килсе кайнă. Çуллахи каникул пуçлансанах отпуска кайнă няня вырăнне ĕçлесе пăхма шутланă. Питĕ килĕшнĕ ăна лара-тăра пĕлмен йышпа ĕçлеме. Садик заведующийĕ хĕр тăрăшулăхне кура тата тепĕр уйăха кунта хăварнă. Çулталăкран Люда каникул кунĕсене каллех шкул çулне çитмен ачасемпе ирттернĕ. Çапла вăл хăй кам пулассине çирĕппĕнех палăртса хунă.

Алла аттестат илсен Канашри педагогика училищин шкул çулне çитменнисен уйрăмне вĕренме кĕме документсем кайса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йывăр, çав хушăрах хаваслă та ĕмĕр манăçми пурнăçне кĕнĕ. Пĕрле вĕренекенĕсем ăна ушкăн старости пулма шаннă.

– Манăн атте, Геннадий Сергеевич, юрлама ăстаччĕ. Хăна-вĕрле пуçтарăнсан унран хаваслăраххи никам та çукчĕ пулас, илемлĕ те уçă сассипе пĕтĕм тăвана хĕртсе яратчĕ. Хăйĕн пултарулăхне мана та парнеленĕ, ахăртнех. Шкула çÿреме пуçласан юрлас ăсталăх пуррине чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Афанасьевна Федорова асăрхарĕ. Нумай ĕçлерĕ вăл манпа. Пĕрремĕш вĕрентекенĕм Лидия Тимофеевна Нестерова çинчен калас ырă сăмахсем те тем чухлех. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш çитĕнÿ турăм: районти шкулсен илемлĕх пултарулăхĕн смотрĕнче хам çултисем хушшинче мала тухрăм. Çакăншăн панă хисеп хучĕпе илемлĕ ÿкерчĕксемлĕ кĕнеке – маншăн темрен те хаклă парне. Савăннипе вĕçсе кайманни çеç. Чи хытă хĕпĕртекеннисем аттепе анне пулчĕç, уйрăмах аннеçĕм ман умра тăпăртатса тăманни кăна. Çав кун чи тутлă çимĕç мана лекрĕ. Олегпа Саша пиччесем, паллах, кăмăлсăрланчĕç. "Таланта хавхалантармалла", – шÿтлерĕ атте. Анне сăмахĕсем вара паянхи кун та хăлхара янăраççĕ: "Юрла, хĕрĕмçĕм, маншăн та юрла", – терĕ вăл савăнăç куççульне вăрттăн тутăр вĕçĕпе шăлса илсе, – ачалăхне аса илчĕ Людмила Геннадьевна.

Юрлас пултарулăх педучилищĕре вĕреннĕ чухне яриех уçăлса кайнă. Вăл пулас профессие алла илме самаях пулăшнă. Кунта йĕркеленĕ юрă-ташă ансамблĕпе вăл республикăри тĕрлĕ ял-хулана тухса çÿренĕ.

1988 çулта Людмила педагогика училищипе, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе сыв пуллашнă, воспитатель дипломне кĕсьене чиксе Çĕнĕ Аччари ача садне пынă. Çамрăк специалиста аслă ушкăн шанса панă. Пĕтĕм чунĕпе вăл çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçе кÿлĕннĕ. Çине тăрсах вĕсене шкула кайма хатĕрленĕ, çĕнĕ юрăсем юрлама, ташлама вĕрентнĕ, вăйăсем выляттарнă. Пепкисен концертне пăхса ларакан ашшĕ-амăшĕн пичĕ-куçĕ савăнăç шевлипе çиçнине курсан Людмила Геннадьевнăн чĕрине ырă та лайăх пулса кайнă, тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарнă. Виçĕ çул юратнă ĕçпе киленнĕ хыççăн пурнăç тăрук япăх енне улшăнса кайнине пула садика хупса хунă. Колхоз ăна тытса тăма вăй çитереймен.

Çулталăкран Ачча ялĕнче районти вĕрентÿ управленийĕн ача сачĕ уçăлнă. Унта ĕçлеме йышăннă воспитательсен йышĕнче Людмила Сергеева та пулнă. Виçĕ çултан ăна заведующине лартнă. Çак вăхăт хушшинче вăл Асхва кинĕ пулса тăнă, ашшĕн хушамачĕпе сыв пуллашса, хĕрарăм шăпипе çырлахса Александрова хушамата йышăннă. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкул çулне çитменнисемпе ĕçлессин педагогикипе методикин уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ.

– Иртнĕ çул чÿк уйăхĕнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн сезонне уçнă ятпа хатĕрленĕ концертра пулма тÿр килчĕ. Унта ăнсăртран тенĕ евĕр Михаил Луков композиторпа тĕл пултăм. Вăл эпĕ юрлама ухута пулнине пĕлсен йăмăкĕпе, ансамбль солисчĕпе Ольгăпа, ача-пăча валли çырнă юррисене юрласа пăхма сĕнчĕ. Сăмах май, Михаил хăй те лайăх юрлать. Килĕшрĕ вĕсене манăн сасă. Кăçал "Кучченеç" ятпа ача-пăча юррисен икĕ компакт-дискĕ тухрĕ. Вĕсене республикăри ача сачĕсенчи, шкулсенчи музыка ертÿçисем хапăлласа йышăнчĕç. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче музыка вĕрентекен Наталия Иванова воспитанникĕсене юрлаттарма пуçларĕ те ĕнтĕ, – хăпартланса пĕлтерчĕ Людмила Геннадьевна.

Пĕлтĕр Л.Александрова килĕ çывăхнерех, Вырăскас Пикшихри ача садне, ĕçлеме куçрĕ. Унăн кĕçĕн çулхисен ушкăнĕнче 15 ача. Пĕчĕкскерсем ăна Люда аппа тесе чĕнеççĕ. Интереслĕ те усăллă мероприятисем час-часах ирттерет Людмила Геннадьевна.

Л.Александрова – Катекри "Шевле" фольклор ушкăнĕн юрăçи. Асхвара пурăнать пулин те, ял артисчĕсен коллективĕпе уйрăлма хал çитереймест. Мĕншĕн тесен Людмила Геннадьевна ăна йĕркеленĕренпех унта юрлама çÿрет. Районта пулса иртекен мероприятисенчен пĕринчен те юлмасть фольклор ушкăнĕ. Унăн репертуарĕнче – чăваш халăх юррисем, ташшисем. Нумаях пулмасть хăйсен пултарулăхĕпе Самар тăрăхĕнчи чăваш ялĕсенче пурăнакансене савăнтарчĕç.

– Вун пилĕк мăшăр куç тилмĕрсе пăхсан, чылай чух хăйĕн амăшĕ вырăннех хурсан чунăм ирĕлсе кайманни çеç. Çавăн пек чухне вĕсене мĕнле юратмăн, çепĕç сăмах каласа пуçран ачашламăн. Мамăк пек çемçе пÿрнисемпе пит-куçран хыпашласан вара вĕсемшĕн тем тума хатĕр, пăсăк кăмăл таçта кайса çухалать, виçесĕр савăнас килет, – терĕ манпа калаçакан.

Чылай мероприятире Людмила Геннадьевна темиçе ачана хăй çĕленĕ чăваш тумĕ тăхăнтарать. Уйрăмах масмак, çум çакки, сарă илĕртÿллĕ. Хăй те чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ пулса тăрать. Ачасене чăвашла юрлаттарать, ташлаттарать, сăвăсем калаттарать. Çуралнă кунсене те чăвашла ирттерет. Акă эпĕ пынă кун та Ксения виççĕ тултарнине паллă турĕç. Ăна саламласа юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, тортпа пылак чей ĕçрĕç.

Пĕчĕкскерсем аллисемпе сулласа сыв пуллашнă чухне чĕрене ăшă та лайăх пулса кайрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика