13 апреля 2011 г.
Çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас тата ăна илеме курма вĕрентес, çамрăк талантсене тупса палăртас тĕллевпе çулсерен районта "Канаш ен мерченĕсем" ача-пăча фестивальне ирттереççĕ. Ăна кăçал тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çын вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалларĕç. Фестивалĕн пĕтĕмлетÿ концерчĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче пулчĕ. Талантлă ачасене курма учительсем, ашшĕ-амăшĕ, тантăшĕсем пуçтарăнчĕç. Тем пысăкăш зал лăк тулчĕ. Фестивале районти 32 шкулти 7 çултан пуçласа 17 çул таранчченхи ÿсĕмри ачасем хутшăнчĕç.
Çамрăк юрăçсемпе ташăçăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров тата вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Ю.Алексеев саламларĕç.
– 21-мĕш хут иртекен "Канаш ен мерченĕсем" фестиваль çак тапхăрта мĕн чухлĕ ачана хăйĕн пурнăçри вырăнне тупма, професси суйласа илме пулăшмарĕ-ши; Чăваш эстрадинче хăйсене çирĕп тытакан пирĕн районтан тухнă юрăçсем, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен çамрăк специалистсенчен чылайăшĕ пултарулăхри пирвайхи утăмĕсене шăпах "Канаш ен мерченĕсенче" тунă та. Çак фестиваль культурăпа вĕренĕве тачă çыхăнура тытса пырать. Пирĕн шкулсенче ăс пухакан тăрăшуллă, пултаруллă, хăюллă ачасен йышĕ ÿссе пытăр, – терĕ Константин Анатольевич. Юрий Серафимович "Канаш ен мерченĕсене" 420 ача хутшăннине палăртрĕ. Çак йышăн пысăк пайĕ вĕренÿре те, илемлĕ пултарулăхра та пысăк çитĕнÿсем тăвать.
Иртнĕ эрне шкул ачисемшĕн çуркуннехи каникул вăхăтне лекнĕрен фестиваль вĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Тантăшĕсен пултарулăхне курнипе пĕрлех сцена çинче хăйсене кăтартма, самантлăх пăлханăва кая хăварса пĕр-пĕринпе паллашма пултарчĕç. Пурăнан пурнăçра пĕрре мар тĕл пулма тивĕ-ха çак ачасене.
Фестивалĕн пĕтĕмлетÿ концертне чи-чи лайăххисене суйласа илнĕ. Уяв программине Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадетсем уçрĕç. Кадет тумне тăхăннă каччăсемпе шурă кĕпеллĕ хĕрсем вальс ташшине питĕ илемлĕ ташларĕç. Вĕсем чăвашран тухнă çар çыннисем Мускавра йĕркеленĕ "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем" пĕрлĕх нумай пулмасть Элĕкри тĕл пулура ирттернĕ конкурсра та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнса таврăннăччĕ. Вăтакас Татмăш шкулĕнчи "Укăлча" фольклор ушкăнне çÿрекенсем халăх инструменчĕсемпе ăста калама пултарнипе, Çĕнĕ Шелттем шкулĕнчи фольклор коллективĕнчи хĕрачасем ал ĕç тума пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. Шăхасанпа Чакаç вăтам шкулĕсем хĕр коллективĕсем йĕркеленĕ. Вырăс халăх, сюжетлă ташă, пĕччен е ушкăнпа юрă юрлакан нумай пулчĕ. "Канаш ен мерченĕсенче" ачасем чăн-чăн ахах-мерченĕн курăнчĕç. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх кăтартрĕç вĕсем. Фонограммăпа мар, ачасем хăйсен çепĕç, уçă сассисемпе куракана чăннипех те тыткăнларĕç. Ачасене пĕрне ырласа теприне хурлама май та çук. Тĕплĕн хатĕрленнĕ мероприятие. Çапах та Оля Николаевăпа (Уçырма) Ангелина Сергеевăна палăртса хăвармаллах-тăр. Вĕсем республикăра ирттерекен "Мехел" ача-пăча фестивалĕнче те мала тухнă. Сăмах май, ентешсем SMS-сасăлава хутшăнса хăйсен сассисене Ольăшăн пама пултараççĕ-ха.
Вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова сцена çине тухнă кашни çамрăк таланта, ăна фестивале хатĕрленĕ кашни вĕрентекене дипломпа хавхалантарчĕ. "Канаш ен мерченĕсем" кăçаллăха хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Килес çул çĕнĕ талантсем татах пулĕç. Халĕ вара, виççĕмĕш чĕрĕк пуçланнă май, ачасен умĕнче пĕр тĕллев – вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлесси пулмалла. Шкултан кăçал вĕренсе тухакансемшĕн хĕрÿ вăхăт çывхарать – пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем. Апла, ачасем, юлнă вăхăтпа усă курса çанă тавăрса вĕренĕр, тăрăшăр, тĕпчĕр, çавăн чухне вĕренÿре те, пултарулăхра та, паллах, экзаменра та ăнăçатех.
И.ВЛАДИМИРОВА.