13 апреля 2011 г.
Ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕсен председателĕсен канашлăвне район администрацийĕн ертÿçин çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров ирттернĕ. Вĕренÿ управленийĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ А.Павлова ял тăрăхĕсенчи çамрăксен организацийĕсем районта ирттерекен мероприятисене еплерех хутшăнни çинче чарăнса тăнă. Вăтапуç, Ямаш ял тăрăхĕсенчи çамрăксен пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем М.Никифоровăпа Н.Стеклова вырăнта çамрăксемпе ĕçлессине еплерех йĕркеленине каласа кăтартнă. "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса призыв çулĕ çитмен арçын ачасемпе ăмăртусем ирттерме кирлине каланă.
Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров çакна палăртнă: "Çамрăксем – общество пуласлăхĕ. Паянхи яш-кĕрĕм çамрăксен политикипе çыхăннă кирек епле ыйтăва та татса пама пултараять. Çавăнпа та халăх хушшинче хăйсен вырăнне тупас тесен çамрăксен пĕр чăмăра пĕрлешмелле, общество ĕçне хастар хутшăнмалла. Ăслă, анлă тавра курăмлă, ăста, хастар çамрăксем темĕн чухлех пирĕн районта. Вĕсене хăйсен ырă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшса пымалла пирĕн".
А. ИЛЬИНА.