13 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çулăн пĕрре-мĕш кварталĕнче 105 пепке çут тĕнчене килнĕ: 52 арçын ача, 53 хĕрача çуралнă. 39 çемьере – пĕрремĕш, 38-шĕнче – иккĕмĕш, 21 çемьере виççĕмĕш ача çуралнине паллă тунă. Ултă çемьере ачасен йышĕ тăватта çитнĕ, пĕринче пиллĕкмĕшне кĕтсе илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисем валли суйласа илекен ятсенчен анлă сарăлнисем çаксем – Егор, Алексей, Артем, Илья, Максим, Михаил, Анна, Виктория, Полина.
Çулталăк пуçланнăранпа 39 мăшăр (пĕлтĕрхинчен 14 мăшăр ытларах) пĕр хушаматлă пулма килĕшнине документпа çирĕплетнĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ пĕрремĕш хут çемье çавăрнă. 21 ашшĕ хăйсен ачисене йышăннă. 17 мăшăр пĕр чĕлхе тупайманнипе уйрăлнă. Виçĕ çын тĕрлĕ сăлтава пула хăйсене ашшĕ-амăшĕ панă ята ылмаштарнă.
Хĕвеллĕ кунсем ăмăр çанталăкпа черетленнĕ евĕр пурнăçра та савăнăçпа хурлану юнашарах çÿреççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра 169 çын (2010 çулхинчен 22 çын сахалрах) – 98 арçын тата 71 хĕрарăм – пурнăçран уйрăлса кайнă. Вилнĕ çынсен вăтам ÿсĕмĕ 58 тата 78 çул.
Эпир халăха кашни кунах тĕрлĕ ыйтупа йышăнатпăр. Пĕрремĕш кварталта 604 документ хатĕрленĕ, 398 справка, 89 копи туса панă.
И.МИХАЙЛОВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.