АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мала тухнисене чысланă

13 апреля 2011 г.

Район больницин санитари пĕлĕвĕн çуртĕнче "Шурă чечек" акципе килĕшÿллĕн семинар иртнĕ. Лидия Алексеева фтизиатр туберкулез чирĕпе кĕрешес енĕпе юлашки çулсенче мĕнле асăрхаттару ĕçĕсем тунипе паллаштарнă. Сергей Николаев рентгенолог ÿпкесем çине тимлĕх уйăрни, вĕсене пăхса тăни çак чиртен сыхланмалли майсенчен чи шанчăкли пулнине çирĕплетсе панă.

"Туберкулез çулне пÿлетпĕр" темăпа хатĕрленĕ санбюллетеньсен, буклетсен, рефератсен, ÿкерчĕксен смотр-конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Реферат çырассипе малти виçĕ вырăна Ăвăспÿрт Кипечри Людмила Кириллова акушер, Кăшнаруйĕнчи Антонина Сергеева фельдшер, Шуркасси вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Кристина Тимофеева йышăннă. Санитари бюллетеньне кăларас енĕпе район больницин стоматологи, хирурги, реанимаци уйрăмĕсем, Сухайкассинчи, Пĕршенерти, Сителти фельдшерпа акушер пункчĕсем палăрнă.

Туберкулезран асăрхаттарас енĕпе активлă ĕçленĕшĕн Пĕршенерти, Вăрăмпуçĕнчи, Кăшнаруйĕнчи, Кивĕ Шелттемри фельдшерпа акушер пункчĕсен фельдшерĕсене Елена Николаевăна, Галина Павловăна, Антонина Сергеевăна, Зоя Гавриловăна, больницăн йĕркелÿпе методика уйрăмĕн программистне Вероника Тимофеевăна больница администрацийĕн Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика