13 апреля 2011 г.
Çуркунне çитрĕ. Хĕл каçма кăнтăра вĕçсе кайнă кайăксем каялла таврăнма тытăнчĕç. Чи малтан хура кураксем вĕçсе килчĕç, каярах – шăнкăрчсем. Эпир шкулта шăнкăрчсем валли вĕллесем ăсталатпăр. Сырăшсене те пăрахăçламан-ха, вĕсем çине апат хурса парсах тăратпăр. Кайăксем çакăншăн питĕ хĕпĕртеççĕ, пире хăйсен çепĕç юррисемпе тав тăваççĕ.
Çуркунне кăнтăртан таврăнсассăнах кайăксене апат тупса çиме çăмăлах мар, хурт-кăпшанкă тухман-çке ара. Çавăнпа та сырăшсем çинче апат нихăçан та татăлмасть. Унта эпир столовăйĕнче юлнă апат юлашкисене тухса хуратпăр. Кăсăя, уйăп, çерçи, хура курак, шăнкăрч тата ыттисем хаваспах пырса хăналанаççĕ.
Шăнкăрчсем çынсем ăсталанă вĕллесене хапăлласах йышăнаççĕ. Эпир те хамăр каскаласа тунă вĕллесене йывăçсем çине хăпарса çакрăмăр. Маларах çак хăтлă "хваттерсене" шкул ĕçченĕсем хак пачĕç.
Кайăксем пире пысăк усă кÿреççĕ, çакна асра тытса вĕсене упрар, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшар.
А.ПАВЛОВА. Çеçпĕл шкулĕ.