АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр тÿрĕ çыхăнăва тухрĕ

13 апреля 2011 г.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министрĕ Венера Муллина он-лайн режимĕпе "Сывă Чăваш Ен" темăпа видеоконференци ирттерчĕ. Унта район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Родион Мясников, вĕсен çумĕсем, районпа хулари вĕренÿ, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен, физкультурăпа спорт комплексĕсен ертÿçисем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

В.Муллина министр республикăри больницăсенче чирлисене паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ, "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ача амăшĕпе ачан сывлăхĕсене упрассипе туса ирттерекен мероприятисем, демографи лару-тăрăвĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. 2010 çулта Чăваш Енре 2006 çултипе танлаштарсан ача çураласси 23,3 процент ÿснĕ.

Республикăра наркотиксем сарассине, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессине, пирус туртассине хирĕç кĕрешекен службăсем пур. Вĕсем пысăк ĕç тăваççĕ, анчах çак сиенлĕ йăласене çыннăн ăс-тăнĕ, шухăшлавĕ, пурнăç çине тĕрĕс куçпа пăхасси улшăнсан çеç тĕп тума пулать. Ку енĕпе муниципаллă администрацисен, халăхăн пысăк сийĕ кар тăрса ĕçлени пысăк витĕм кÿмелле терĕ Венера Петровна. Унсăр пуçне граждансем медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ çинчен мĕн шутланине пĕлме сывлăх сыхлав учрежденийĕсен Интернет страницисенче социаллă ыйтăм ирттерме палăртнă.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев республикăри пур района та физкультурăпа спорт комплексĕсемпе тивĕçтерессине вĕçлесе пынине каларĕ. Строительство ĕçĕсене вĕçлесе хута ярса пĕтермелле. Çамрăксемпе вăй питти çынсене кăна мар, аслă ÿсĕмри çынсене те спорт комплексĕсене явăçтарма кирлине каларĕ. Ватăсем хушшинче те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, спортпа туслă çын сахал мар.

Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ольга Зайцева сывă амăшĕнчен кăна сывă ача çуралнине палăртса хĕрарăмсене спорта ытларах явăçтармаллине каларĕ. Хĕрарăма ĕçкĕпе, пируспа туслашассинчен сыхлама пултартăр вăл. Тÿрĕ эфира çавăн пекех Çĕрпÿ хулипе Шупашкар районĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕсен ертÿçисем те тухрĕç. Çав тăрăхсенче халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарассине еплерех йĕркеленипе паллаштарчĕç.

Сăмах май, ку конференципе çыхăнман, ял тăрăхĕсенче спортăн вăл е ку тĕсĕпе ăмăртусем ирттереççĕ. Унта, тĕпрен илсен, çав тĕссемпе пысăк ăсталăх пухнă, çÿллĕ шайри ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илекенсем ытларах хутшăнаççĕ. Спортсмен вăл спортсменах. Ялта ĕçкĕç ятне "тивĕçнисем" хушшинче те тахçан спортпа туслă пулнă çын нумай вĕт. Вĕсем пурнăçри йывăрлăхсене парăнтараймасăр, кăмăл çирĕплĕхĕ çуккипе эрех авăрне кĕрсе ÿкнĕ. Ялти ăмăртусене явăçтарма май çуках-ши вара вĕсене; Хăйсене асăрхасан, мероприятие чĕнсен, тен, çын шутĕнчен тухсах ÿкменнине туйса илсе ĕçкĕрен хăтăлас шухăш çуралмĕ-ши вĕсен, хăйсене тăн-тăнрах тытакансен. Пурин мар пулин те, хăть хăшĕн-пĕрин. Пĕчĕк çеç çĕнтерÿ тусан та çав çын хавхаланса каяссăн туйăнать.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика