01 апреля 2011 г.
Паха кантăкăн нимĕнле тĕксĕм йĕрсем, çуса тасатма май çук вырăнсем пулмалла мар. Кантăк витĕр лайăх курăнасси тĕрлĕ япаласенчен килет: ăна мĕнле меслетпе хатĕрленинчен, хĕртнинчен, пиçĕхтернинчен, ун калăпăшĕнчен тата ытти те.
Кантăк çинчи питĕ пĕчĕк çурăк е катăлнă кирек епле вырăн унăн çирĕплĕхне çĕршер хут чакарать. Туянакан кантăк хĕрри тикĕс, кĕтессисем тÿрĕ пулмалла. Вĕсем кăштах катăк пулни те кантăк ĕмĕрне кĕскетет.
Кантăк ăшĕнче вĕтĕ хăмпăсем, чĕрнĕ вырăнсем пулма пултараççĕ. Анчах ун пек кантăк та ятарлă стандарта тивĕçÿллĕ пулмалла.
Ахаль чÿрече валли 2,5-4 миллиметр хулăнăш кантăк листи илмелле. Пысăк чÿречене ун пек кантăк каймасть – вăл çил витĕмне тÿсеймест. Ун пек чухне хулăнрах кантăк (6 е 10 миллиметр) илес пулать. Пысăк кантăк мĕн чухлĕ çÿллĕрех çĕрте вырнаçнă, çавăн чухлĕ хулăнрах пулмалла.