01 апреля 2011 г.
Помидор калчисене килтех ÿстеретпĕр. Кăçал вĕсем аван шăтса тухрĕç. Анчах хăш-пĕрин çуначĕсем çинче вăрă пур, теприсен вара нимĕн те çук. Калчасем çавăн пек шăтни унăн пахалăхне чакармасть-ши тесе пăшăрханатăп.
Л.КРАСНОВА.
Пăшăрханма сăлтавĕ çук: помидорăн çамрăк çулçисем çинче вăрă пĕрле тухни, теприсен вăл пулманни калча начар пулнине пĕлтермест. Çакă пур вăрă та пĕр пек, харăс шÿсе ĕлкĕрейменнинчен, вĕсен калăпăшĕ (калибрĕ) пĕр пек пулманнинчен килет. Вăрăсăр, вăрăллă калча та пĕр пек йĕркеллĕ ÿссе аталанаççĕ, йĕркеллĕ çимĕç, тухăç параççĕ. Вĕсене уйрăммăн пăхса ÿстерме кирлĕ мар.
Пĕчĕк асăрхаттару кăна пур: вăрра чĕпĕтсе уйăрма кирлĕ мар. Вăл хăех татăлса ÿкет. Енчен те çулçăсене уçăлма чăрмантарать пулсан ăна пÿрнесене йĕпетсе кăштах "исленме" памалла çеç.