01 апреля 2011 г.
Кузьмин (хушаматне улăштарнă) хулан пĕр участокĕнче хăвăртлăха сехетре 30 километртан ирттермелле маррине пĕле тăрах 60 километрпа пынă. Çул тăваткалĕнче икĕ арçын пынине асăрханă пулин те, хăвăртлăха чакарман. Сиксе тухнă лару-тăрăва тĕрĕс хакламаннипе, тĕрĕс йышăну тума ĕлкĕрейменнипе çул урлă каçакансем çине кĕрсе кайнă. Шикленсе ÿкнĕскер инкек тунă вырăнтан хăравçă мулкачла тапса сикнĕ, пулăшу пама та шутламан. Абрамовпа Ларионов (хушамачĕсене урăхлатнă) хытах аманнă.
Судра Кузьмин хăйĕн айăпне йышăнман, ун шучĕпе Абрамовпа Ларионов çул урлă йĕркене пăсса каçнă. Суд çак ĕçе тĕплĕн пăхса тухса Кузьмина виçĕ çула колони-поселенине яма йышăну кăларнă, кунсăр пуçне унăн виçĕ çул машина çÿретме юрамасть.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.