АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Панă сăмаха çилпе вĕçтернĕ

01 апреля 2011 г.

Тимофеева Андреевăна (хушамачĕсене улăштарнă) намăс сăмахсемпе вăрçса пĕтернĕ, хĕненĕ. Лешĕ нумай шутласа тăман, тытнă та суда панă. Вăл Тимофеевăран хăйне мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 13 пин тенкĕ шыраса илме тавăç тăратнă. Явап тытакан çакăнпа килĕшнине пĕлтерсе тата çав суммăна тÿлесе татма сăмах парса çийĕнчех миравай судья умĕнче расписка çырса панă. 3 пинне тÿрех панă. Тимофеева ытти укçана парса татасси çинчен шутламан та. Тĕрĕсрех каласан панă сăмаха, халăхра калашле, çилпе вĕçтерсе янă.

Тимофеевăпа Андреева каллех судра тĕл пулнă. Суд явап тытаканран Андреевăна мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 9996 тенкĕ, патшалăх пошлинишĕн панă 200 тенке, юрист пулăшăвĕсемшĕн тÿленĕ 500 тенке, пĕтĕмпе 10696 тенкĕ, шыраса илме йышăну кăларнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика