01 апреля 2011 г.
Ĕçсĕр аптраса ÿкнĕ Гордеев тахçантанпах пĕлекен Исаев (иккĕшĕн хушаматне те улăштарнă) хăнана кайма шут тытнă. Паллах, хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ. Самаях шăварăннă çакскерсем. Кĕленче тĕпе типсен Исаев хăнана килне кайма ыйтнă. Лешĕ килĕшмен, Гордеев хăйне хăваланăшăн тарăхнипе кил хуçине хул пуççинчен тĕртнĕ. Исаев диван кĕтессине пуçĕпе çапăнса урайне персе аннă. Ăнăçсăр ÿкнипе вăл пуçне хытах амантнă, икĕ пÿрне сыппине хуçнă. Сывалса çитме ăна виçĕ эрне кирлĕ пулнă.
Гордеева асăрханусăрлăха пула çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн çулталăк çурăна ĕçлесе юсанма йышăну кăларнă. Ĕç укçин 15 процентне патшалăх валли тытса юлмалла тунă.